Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Воспитани çемьере никĕсленет

Воспитани çемьере никĕсленет

Ачасене пĕлÿ панипе пĕрле чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркине ăша хывма вĕрентни воспитани парас ĕçре пысăк пулăшу кÿрет.

Ашшĕ-амăшĕ, çав вăхăтрах педагогсем те калаçу, ĕç-хĕл урлă куллен воспитани парса ачаран тивĕçлĕ çын тума тăрăшаççĕ. Чылайăшĕ воспитани ыйтăвĕпе шкулăн, педагогсен анчах ĕçлемелле тесе шухăшлаççĕ. Анчах йăнăшаççĕ вĕсем. Учительсем темĕн чухлĕ вăй хурсан та, çемьере воспитани шайĕ тивĕçлĕ пулмасан — ăнăçу пулмĕ. Час-часах ашшĕ-амăшĕ учительсемпе калаçнă чухне вăхăт çукки пирки ÿпкелешнине асăрхатпăр. Кăмăл пулсан, кирек мĕнле ашшĕ-амăшĕ те ачисемпе калаçма, вĕсем хăйсене мĕнле тыткаланине хаклама вăхăт тупатех.

Юлашки вăхăтра мăн асаттесен йăли-йĕрки манăçа тухса пыни, çынсем пĕр-пĕрне картманни тарăн шухăша ярать мана. Çамрăксем хут çине çырма юраман усал сăмахпа калаçнине час-часах илтме пуçларăмăр. Чылай чух аслисем пĕчĕк ачасем умĕнче те путсĕр сăмахсем калама вăтанмаççĕ. Кĕçĕннисем вара çав сăмахсене питĕ лайăх ÿкерсе илеççĕ, çавăнпах та ĕнтĕ хăш-пĕр шкул ачи виçĕ лайăх сăмах хушшине «усаллине» те кĕртсе хурать. Шел пулин те, хĕр ачасен ушкăнĕнче те намăс сăмах калакансене илтме пулать. Хăйăр çинче вылякан е тăвайккинче ярăнакан «шăпăрлансем» çитĕннĕ çын пекех намăс сăмахсемпе перкелешеççĕ. Паллах, ачасем намăс сăмахсемпе калаçни пире пурне те пăшăрхантарать. Сăнаса пăхнă май çакна куратпăр: ачасен ытларах пайĕ усал сăмаха çемьери харкашуран илтнĕ.

Кирек мĕнле вăрăм çул та пĕрремĕш утăмран пуçланать – унсăр çитес çĕре çитеймĕн. Çавăн пекех çын, унăн кăмăлĕ, тавра курăмĕ, культури теприсемпе калаçма тата хутшăнма пĕлнинчен, хисепленинчен курăнать. Çынсем тĕл пулсан сывлăх сунасси «уксахланине» палăртса хăварас килет. «Сывлăх сунатăп», «Салам», «Аван-и?» тата ытти сăмахсемпе пĕр-пĕрне хисеплени кăмăла çĕклет, çын хушшинчи ăшăлăха çирĕплетет. Анчах та вĕсене калама вăтанакансем те пур. Тен, сывлăх сунма пĕлмеççĕ е мăн кăмăллă-ши вĕсем?

Чăваш культуринче «çичĕ пил» ăнлав пур. Пĕрремĕшĕ – ĕçе хăнăхмаллине, иккĕмĕшĕ – сывлăха упрамаллине, виççĕмĕшĕ – ăслă-тăнлă пулмаллине, тăваттăмăшĕ – ырăпа ырă пулмаллине, пиллĕкмĕшĕ – туслăха упрамаллине, улттăмĕшĕ – тĕрĕслĕхе хакламаллине, çиччĕмĕшĕ чыса упрамаллине палăртаççĕ. Этем çак çичĕ пилпе килĕшÿре пурăнать пулсан, вăл чăн-чăн çынлăхлă çын. Аслă патриархăмăр И.Я.Яковлев та «Чăваш халăхне панă халалра» çак ырă енсемпе пурăнмаллине каланă.

Ачасен пуласлăхĕ пирĕн аллăмăрта пулнине ача çуралнă кунранах асра тытмалла. Ăна кунран-кун аталантарса тивĕçлĕ пăхса ÿстересси ашшĕ-амăшĕн тĕп тивĕçĕ. Вĕрентекенсен вара çак воспитани лавне пĕрле туртма хутшăнмалла – ун чухне анчах ĕç кал-кал пырĕ.

С.ВОЛКОВА,
Елчĕк шкулĕн вĕрентекенĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code