Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Владимир ПУТИН: «Тĕллевсене пурнăçлатпăр»

Владимир ПУТИН: «Тĕллевсене пурнăçлатпăр»

Ĕнер Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин çĕршыв халăхĕпе тата МИХсен представителĕсемпе пĕр харăсах «Тỹрĕ лини» тата пресс-конференци ирттерчĕ. Çакăн евĕр мероприяти патшалăх пуçлăхне халăха туйма, халăха хăй суйланă президента çывăх курма, çивĕч ыйтусемпе чăрмавсем пирки куçа-куçăн калама пулăшакан чи хăватлă мелсенчен пĕри.

Кăçалхи ыйтусен пысăк пайĕ ятарлă çар операцийĕ, Израильпе Палестина хирĕçĕвĕ тавра пычĕ. Халăха çавăн пекех социаллă ыйтусем те интереслентерчĕç: ЖКХ ыйтăвĕ, ачасене пăхнăшăн тивекен пособи, çăмăллăхлă ипотека, тухтăрсемпе фельдшерсен ĕç укçине ỹстересси, çĕршывăн çĕнĕ регионĕсене аталантарасси…

2023 çула пĕтĕмлетнĕ май мĕн куратпăр? Раççейĕн суверенитечĕ, финанспа экономика тытăмĕ çирĕпленсе пырать. Оборона пултарулăхĕ те ỹсет. Чи кирли — хамăрăн вăй-хăвата шанса малаллах аталанни. Çакна çулталăк вĕçне çĕршывăн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕ (ВВП) 3,5 процент таран ỹсме пултарасси те çирĕплетет, ĕç укçи 8 процент ỹсмелле, ĕçсĕрлĕх 2,9 процент чакнă.

Владимир Путин ятарлă çар операцийĕ пирки пĕр хутчен мар чарăнса тăчĕ: ыйту нумай пулнăран. Мобилизаци йĕркипе Раççей çĕрне тата халăхне хỹтĕлеме тăнисен йышĕнче, калас пулать, Раççей Федерацийĕн Геройĕсем 14-ăн. Доброволецсен йышĕ 486 пине çитнĕ. Ырă юхăм чакмасть, çавăнпа иккĕмĕш мобилизаци пирки сăмах çук. Ятарлă çар операцийĕнчи кашни салтакпа офицер — çĕршыв паттăрĕ.

— Эпир хамăрăн тĕллевсене пурнăçласан тăнăçлăх та пулать, — палăртрĕ Президент.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code