Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăй тĕллĕн ĕçлекене — кредит

Хăй тĕллĕн ĕçлекене — кредит

Чăваш Енре хушма хуçалăх тытакан, çав вăхăтрах хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленнĕ çынсене çăмăллăх кредичĕ пама пуçланă.

Раççей Правительстви аграрисене пулăшма мерăсем йышăннăран тата кредитсене субсидилеме хушма укçа уйăрнăран Раççей ял хуçалăх банкĕ Чăваш Енре хăй тĕллĕн ĕçлекен тата хушма хуçалăх тытакансене тепĕр хутчен çăмăллăх кредичĕ пама пуçланă.

Чăваш Ен 2023 çултанпа хăй тĕллĕн ĕçлекен тата хушма хуçалăх тытакансене кредит парассипе сăнавлă регионсен йышĕнче. Унпа килĕшỹллĕн республикăра пурăнакансем процент ставкисене субсидилекен кредит илме пултараççĕ. Унччен ку мелпе ял хуçалăх организацийĕсемпе предпринимательсем кăна усă курма пултарнă.

Çăмăллăх кредитне кĕске вăхăтлăха е инвестици шучĕпе 5 çуллăха илме май пур. Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕ пĕчĕк ставкăпа кредит памаллисен списокне Раççей Ял хуçалăх министерствине тăратать.

«Чăваш Ен ялта пурăнакан йышлă пулнипе палăрса тăрать. Регион Правительстви ялти пурнăç условийĕсене хăтлă, çынсене экономикăна хастар хутшăнма, тивĕçлĕ ĕç, тупăш туса парассишĕн тăрăшать. Ĕç майĕсенчен пĕри — хăй тĕллĕн ĕçлекен. Чăваш Енре 80 пин çын çак мелпе усă курма тытăннă», — тесе палăртнă ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code