Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкул никĕсĕ çинче Пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадисен муниципаллă тапхăрĕ вĕçленчĕ.
Пĕр уйăха пынă ăслăлăх ăмăртăвĕнче 7-11 классенчи 594 ача 19 предметпа тупăшнă. Пĕтĕмпе 148 çĕнтерỹçĕпе призер. Уйрăм коллективсенчен мала тухнисен йышĕпе (73) Елчĕкри вăтам шкулпа никам та танлашайман.
Кирек мĕнле ăнăçу педагогпа вĕрентекенĕн творчествăлла çыхăнăвĕнчен килет. Тепĕр чухне 2-3 çул та кирлĕ пулĕ пĕрле тимлени. Пултаруллă ачасемпе ĕçлессине мала хуракансене, вĕсен ăслăлăхри уйрăмлăхĕсене палăртса тĕллевлĕ тăрăшакансене уйрăммăн тав тăватăп. Çак кунсенче регион шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнмалли предметсен балĕсене пĕлтерчĕç. Ăна шута илсен, республикăри вĕренекенсем хальлĕхе 10 предметпа хутшăнма пултарасси паллă, пирĕннисем ултă предметпа тĕрĕслĕç хăйсене: астрономипе (6 ача), биологипе (1), литературăпа (2), правăпа (1), физкультурăпа (3), физикăпа (1).
Чылай вĕрентекен чи маттуррисене хăйĕн предмечĕпе çĕкленнине курма тăрăшать, çавна май хăш-пĕр пултаруллă ача кашни олимпиадăна тенĕ пек хутшăнать. Курнавăш шкулĕнчи Андрей Афанасьев 6 предметпа çĕнтерỹçĕ тата призер пулнă. Елчĕкри Герман Кузьмин, Дарина Чернова, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Софья Ловкина, Михаил Петров 5-шер, Елчĕкри Алина Ильина, Богдан Карамаликов, Юлия Карпова 4-шар предметпа палăрнă.
Округри шкулсенче 4-мĕш классенче вĕренекенсен ăс-тăн аталанăвĕн шайне тĕрĕслессипе те иртнĕ олимпиадăсем. Унта, 35 ачаран, дипломсене 15-ĕн тивĕçнĕ — Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Патреккел шкулĕсенчен. Çĕнтерỹçĕсен йышне Евгения Изратова «Литература вулавĕпе», Яна Егорова математикăпа, Прохор Муравьев чăваш чĕлхипе (вĕрентекенĕ — Любовь Маркова) — Елчĕк шкулĕнчен, Виктория Краснова вырăс чĕлхипе, Ульяна Кузьмина «Тăван тавралăх» предмечĕпе (Вера Никифорова) Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчен кĕнĕ.
Мала тухнисем республикăра иртекен ăс-тăн вăййисене хутшăнĕç.
Людмила ЕФИМОВА,
вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн директорĕ.