Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Техника туянаççĕ

Техника туянаççĕ

Республикăри машина-трактор паркĕн 40 проценчĕ кивелнĕ.

Хуçалăхсенче 10 çул усă курнă техника нумай. Çакă ĕç тухăçлăхне чакарать, чĕр таварăн хăй хаклăхне ÿстерет. Патшалăх умĕнчи тĕллевсенчен пĕри – ял хуçалăх таварне туса илекенсен техника паркне çĕнетесси. Чăваш Енри аграрисем патшалăх пулăшăвĕпе усă курса техника паркне тĕрлĕ майпа çĕнетме пултараççĕ, çав шутра ЧР Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн машина-трактора 40 процент йÿнĕрех илме, лизингпа, çăмăллăх кредичĕпе, грантпа туянма та. Кăçалхи 6 уйăхра Чăваш Енри аграрисем тĕрлĕ çăмăллăхпа усă курса 394 ял хуçалăх техники илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, çакă 3 хут ытларах.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code