Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республикăра

Республикăра

5 ФАП уçнă

Кăçал республикăра çĕнĕ 5 фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайнă. Вăл шутран Çĕнĕ Арланкассинче те.

Вĕсене республикăн адреслă инвестици программипе тата «Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн туса лартнă. Кун валли 32,6 миллион ытларах тенкĕ усă курнă. Çĕнĕ ФАПсене хальхи йышши оборудованисемпе тивĕçтернĕ, çав шутра пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнтарнă. Вăл е ку чире сиплес ыйтăва фельдшерсем пысăк шайри специалистсемпе телемедицина мелĕпе çыхăнса уçăмлатĕç.

Çулталăк вĕçлениччен Патăрьел, Шупашкар тата Етĕрне районĕсенче пĕрер ФАП çĕкленмелле.

Онлайн форматпа

Ноябрĕн 3-8-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери «Этнографи диктанчĕ» акци иртет. Кăçалхипе ăна пиллĕкмĕш хут йĕркелеççĕ.

Акци онлайн форматпа иртет. Ноябрĕн 3-мĕшĕнче miretno.ru сайтра заданисене пичетленĕ. Вĕсем – тест евĕр. 20 ыйту пурин валли те пĕрешкел пулĕ. 10 ыйтăвне вара кашни регион валли уйрăм хатĕрленĕ. Заданисене пурнăçласа 100 балл пухма пулать. Диктанта 45 минут çыртараççĕ. Заданисене пурнăçласанах миçе балл пухнине кăтартса электрон майпа сертификат параççĕ.

Волонтерсен хастарлăхĕ

Пандеми вăхăтĕнче республикăри 1500 ытла волонтер #ЭпирПĕрле акцие хутшăнса аслă ăрури çынсене пулăшнă. Халĕ Чăваш Енре хастарсен «Эпир пĕрле» клубне йĕркеленĕ.

Коронавирус енчен ансат мар лару-тăрура вĕсем каллех пулăшма килĕшнĕ. Çамрăксен пуçарăвĕн центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, волонтерсем килте ларма тивĕç 65 çултан аслăрах ватăсене тата вăраха кайнă тĕрлĕ чир-чĕрпе нушаланакансене эмел тата апат-çимĕç туянса парĕç. Йывăрлăхра ыттисене пулăшма хатĕррисен йышне кĕрес тесен https://dobro.ru сайтра регистрациленмелле.

Тав çырăвне тивĕçнĕ

Иртнĕ шăматкун И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕнче пуçласа Атте кунне паллă тунă.

Республикăри уява пирĕн районăн пултаруллă арĕсем те хутшăннă, чыса тивĕçнĕ. Елчĕкри вăтам шкулти ашшĕсен канашĕн председательне Андрей Воробьев адвоката асăннă тытăмри ĕçри хастарлăхшăн Чăваш Енри ашшĕсен совечĕн Тав çырăвĕпе чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code