Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕнче уçлăхне – пĕрремĕш

Тĕнче уçлăхне – пĕрремĕш

Юрий Гагарин 1961 çулхи апрель уйăхĕн 12-мĕшĕнче ирхине 6 сехетре Казахстанри Байконур космодромран тÿпене çĕкленнĕ – космоса çул уçнă тĕнчери пĕрремĕш космонавт пулса тăнă.

Юрий 1934 çулхи мартăн 9-мĕшĕнче Смоленск облаçĕн Гжат районĕнчи Клушино ялĕнче çуралнă. Пулас космонавт шкул хыççăн Мускав облаçĕнчи Люберцы хулинче вырнаçнă ял хуçалăх транспорчĕн, Саратоври, каярах Оренбургри çар вĕçев училищисенче вĕреннĕ.

Ю.Гагарин 1968 çулхи март уйăхĕн 27-мĕшĕнче Владимир облаçне кĕрекен Киржач хулинче вĕренÿ вăхăтĕнче вилнĕ.

Космоса çул хывас енĕпе Раççейре маларах та ĕçленĕ – 1957 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче СССР Оборона министерствин ăслăлăхпа тĕпчев 5-мĕш полигонĕнчен /каярах вăл Байконур космодром ят илнĕ/ «Спутник» ракетăпа /Р-7/ Çĕрĕн пирвайхи искусствăлла спутникне тÿпене вĕçтернĕ. Вăл 92 кун вĕçнĕ, планета тавра 1440 çаврăм тунă /60 млн км яхăн вĕçнĕ/. Пирвайхи космос аппарачĕ ансат пулнă, çавăнпа ăна ПС-1 /простейший спутник/ ят панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code