2023 çул Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн Педагогпа наставник çулталăкĕ пулнă май, хальхи вăхăтра пĕтĕм çĕршыв вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнчи улшăнусене пĕтĕмлетет.
Чăнах та, хăш-пĕр патшалăхсем санкцисем лартнине, ятарлă çар операцийĕ пынине пăхмасăр, çĕршывра çамрăксене тивĕçлĕ пĕлỹ парассипе нумай ĕç туса ирттернĕ. Ку шута çĕнĕ ача сачĕсемпе шкулсем уçни те, çамрăксене ытларах наукăна явăçтарас енĕпе тимлени, грантсемпе стипендисем пани те, волонтерсен юхăмне йĕркелени те кĕрет.
Историе аса илес пулсан, 1866 çулта Австрипе Прусси хушшинчи вăрçăра Прусси çĕнтернине палăртнă. Çакăн пирки Лейпциг хулинчи Пешель профессор çапла çырнă: «Пруссаксем австриецсене çĕнтерни Прусси учителĕ Австри учительне çĕнтернине пĕлтерет», — тенĕ.1871 çулта вара Прусси Францине çĕнтерсен Пруссие ертсе пыракансенчен пĕри Бисмарк тата Прусси учителĕ Франци учительне çĕнтернине каланă. Ку вăхăт тĕлне Прусси çĕршывĕнче пĕтĕм ачана шкулта вĕрентме тăрăшнă, çирĕп те тарăн пĕлỹ паракан гимназисем уçнă, вĕсенче ачасем тỹлевсĕр вĕренме пултарнă. Çак вăрçăсем хыççăн Франци, Англи çĕршывĕсем те ятарлă гимназисем уçма пуçланă. Раççейре вара çамрăксен 20 проценчĕ анчах çак шкулта вĕреннĕ, каярахпа уçнă гимназисенче пуянсен ачисен çеç вĕренме ирĕк пулнă, укçалла вĕрентнĕ. Çакăн пирки Раççей 20-мĕш ĕмĕре феодаллă çĕршыв пек пулса кĕнĕ. Вĕрентỹпе кăна çирĕп патшалăх пулайманни паллă пулнă, çакна шута илсе Прусси генерал-фельдмаршалĕ Мольтке çамрăк хăй пурнăçне шеллемесĕр çĕршывшăн тăма хатĕр пулмалли çинчен каланă. Çак тĕллевпе Прусси шкулĕсенчен çирĕп дисциплинăллă, тирпейлĕ, ĕçре, вĕренỹре хăйĕнчен аслăрах вырăн йышăнакансене (лидерсене) пăхăнакан, Правительствăна шанакан, унăн йышăнăвĕсене ăша илсе пăхăнакан ачасене вĕрентсе кăларассине тĕп вырăна хунă.
Эпир пĕлетпĕр ĕнтĕ, Прусси никĕсĕ çинче Германи пулса кайнă. Çавăнпах Германие икĕ вăрçăра тĕпĕ-йĕрĕпе çĕмĕрсе пăрахнă пулсан та, çак çĕршыв тĕнчере чи вăйлă аталаннă çĕршывсенчен пĕри шутланать.
Кăçалхи октябрь уйăхĕнче В.Соловьев телепередачинче пĕр генерал Бисмарк сăмахĕсене аса илчĕ, иртнĕ вăрçăра командирсенчен 45 проценчĕ учитель пулнине палăртрĕ.
— Хальхи вăхăтра та çапла, вырăс учителĕ çĕнтерет, — терĕ В.Соловьев.
Вĕрентỹпе воспитани ĕçĕ чи кирли пулнине Совет влаçĕ вăхăтĕнчех лайăх ăнланнă, революци хыççăн халăха вĕрентме пуçланă: 4 çул, 7 çул, 8 çул вĕренмелли шкулсем уçнă, каярахпа çамрăксен вăтам шкул, профессипе техника училищисенче, техникумсенче вĕренме майсем уçăлнă, халь вара аслă пĕлỹ илнисем нумаййăн.
Вĕрентекен ĕçĕ кăткăс, яваплă. Çын хăй пурнăçĕ тăршшĕпех хăй вĕрентнĕ учительне манмасть. Пурнăçра тĕл пулса паллашнă çынсене асран кăларма пулать, анчах учительсем манăçмаççĕ. Çавăнпа та ку ĕçре хăйĕн профессине, чи малтан, ачасене чунтан юратакан çын анчах ăнăçлă ĕçлеме пултарать.
Май пулнипе усă курса кĕскен хăйсен ĕçне юратса пурнăçлакан учительсен тепĕр категорийĕ çинчен калас килет. Вĕсем — шкул директорĕсем. Шкул çуртне хутса ăшăтмалла, ачасене апатлантарассине йĕркелемелле, учительсене кулленхи ĕçре пулăшса пымалла, автобус çỹретмелле…тата ытти нумай ыйтăва татса пама тивет вĕсен. Çав çулсенче пуриншĕн те тĕслĕх пулнă шкул ертỹçисем пирки уйрăммăн чарăнса тăрас килет. РОНО заведующийĕ пулнă Галина Николаевна Охотина пирки темĕн чухлĕ ăшă сăмах калас килет. Çĕнĕлĕхсене хапăл тăватчĕ, пулăшма тăрăшатчĕ. Вăл хавхалантарса пынипех Аслă Пăла Тимеш шкулĕ (директорĕ С.А.Терентьева), пирĕн Кушкă шкулĕ, «Çăлкуç» ача сачĕ (заведующийĕ З.П.Портнова) никĕсĕ çинче Вĕрентỹпе воспитани комплексĕ туса ĕçлеттерме пултартăмăр. Шкул планĕ тăрăх, ачасене тарăн пĕлỹ парас тесе гуманитари тата физикăпа математика енĕпе уйрăммăн вĕрентессине йĕркелесе пыраттăмăр. Кăнтăрла анчах мар, уроксем хыççăн та ачасене иккĕмĕш хут апат çитереттĕмĕр. Кайран вĕсем хăйсен кăмăлĕпе тĕрлĕрен занятисене каятчĕç: ИЗО студине, гитарăпа калама вĕренме, çĕвĕ çĕлекенсен занятине, ташă кружокне. С.В.Перепелкин — ИЗО, В.М.Рыбкин — хут купăс, гитара, М.П.Баранова — ташă, З.П.Павлова — домра, С.И.Шавкин — кĕрешỹ, Г.Л.Зайцев çăмăл атлетика кружокĕсене тăрăшса ертсе пыратчĕç.
Шкулăн, ачасен пуласлăхĕ директортан нумай килет. Ахальтен мар нумай çул Елчĕкри вăтам шкулта директорта ĕçленĕ Петр Никифорович Чернов «СССР халăх учителĕ» ята тивĕçнĕ. Пуласлăхшăн чунне парса ĕçленĕ Серафима Александровна Терентьева та маншăн яланах тĕслĕх пулса тăрать. Вăл — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Аслă Пăла Тимеш шкулĕн директорĕ пулса шкул ятне республика таранах çỹллĕ шая çĕклерĕ.
РОНО ертỹçисем директорсен канашлăвĕсене шкулсенче ирттеретчĕç. Кашни шкултан, директортан нумай çĕнĕлĕхсене вĕренеттĕмĕр. 90-мĕш çулсенчи арăш-пирĕш саманара шкулсенче пахча çимĕç ỹстернисĕр пуçне выльăх-чĕрлĕх те усраттăмăр. Кивĕ Эйпеçсем пысăк путвалта пахча çимĕç, улма-çырла упратчĕç, хĕл каçипе шкул столовăйĕнче ачасене апатлантарма çитсе пынă вăл. Аслă Пăла Тимешсем — ĕнесем, эпир сыснасем усраттăмăр.
Кашни шкул, ертỹçĕсем çинчен нумай калама пулать. Шел, хисепе тивĕçлĕ хăш-пĕр директорсем пурнăçран ир уйрăлса кайрĕç. Вĕсенчен пĕри — Çĕнĕ Пăва шкулĕн директорĕ пулнă Анатолий Александрович Киселев, пĕтĕм ĕçшĕн чун-чĕрипе хыпса çунакан çынччĕ вăл. Куç умĕнчен кайман тепĕр çутă сăнар — Елена Ивановна Степанова — Хăвăлçырма шкулĕн ертỹçи. Питĕ ăслăччĕ вăл, малашлăха куракан çынччĕ. 25 çул каялла пĕр канашлу хыççăн вăл: «Пĕр çамрăка пĕлетĕп, ĕçне юратса тăвать, ачасемпе те, ĕçтешĕсемпе те хăйне тивĕçлĕ тытма пĕлет. Курăпăр, хăçан та пулин вăл пысăк ертỹçĕ пулĕ», — терĕ. Сăмах муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Васильевич Левый пирки пычĕ.
Шансах тăратпăр, Тăван çĕршыв малашне те вĕрентỹпе воспитани ĕçне тивĕçлĕ шайра тытса пырĕ, çакна çĕршыв Президенчĕ В.В.Путин, çавăн пекех вырăнти ертỹçĕсем туса пыракан ĕçсем те уçăмлăн кăтартса параççĕ.
Светлана БАРИНОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Кушкă ялĕ.