Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Кашни çулах çырăнатăп»

«Кашни çулах çырăнатăп»

«Елчĕк ен» хаçатра тĕрлĕ жанрпа çырнă материалсем кун çути кураççĕ. Вулакансен сăввисене те вырăн паратпăр унта. Юлашки вăхăтра Кĕçĕн Таяпари Зоя Ефремован хайлавĕсемпе те паллашнах вулакан. Вăл «Пурăнăç» псевдонимпа та çырать.

Зоя Петровна Шупашкарти педагогика училищине, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне пĕтернĕ. Тĕрлĕ вырăнта — тăван хуçалăхра, шкулта, ача садĕнче, культура çуртĕнче ĕçленĕ. Сăвă-калав çырас туйăм вара нихăçан та сỹнмен. Вĕсенче вăл çут çанталăка, тăван тавралăха сăнарлать, ĕçпе чапа тухнисене çĕклет.

— Тăван хаçатăмпа нихăçан та уйрăлман — кашни çул çырăнатăп. «Интернет пур» теççĕ те, анчах унта округри пĕтĕм хыпара пĕлеймĕн. «Елчĕк енсĕр» пурнăç та питĕ кичем пулнă пулĕччĕ, — тет З.Ефремова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code