Суббота, 27 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > АПК ветеранĕсем канашланă

АПК ветеранĕсем канашланă

АПК ветеранĕсен округри канашĕн пайташĕсен (хальхи вăхăтра 19 çынна пĕрлештерсе тăрать) иртнĕ кунсенче пулса иртнĕ черетлĕ ларăвĕнче 2023 çулхи пĕрлехи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, малашлăх тĕллевсене палăртрĕç. Тĕп ыйтусем тавра канаш председателĕ Валерий Шадриков чарăнса тăчĕ.

Ку ушкăн ял хуçалăх отраслĕнче нумай çул ĕçлесе пысăк ăсталăх пухнă, округри АПК аталанăвне хальхи вăхăтра та тивĕçлĕ тỹпе хывакан ветерансене пĕр чăмăра пĕрлештерет. Ку йышра — тĕрлĕ çулсенче ял хуçалăх управленийĕпе пĕрлешỹллĕ хуçалăхсене ертсе пынă, управленире тата хуçалăхсенче тĕрлĕ сыпăкра тĕп специалистсем пулса ĕçленĕ çынсем. Çакна кура вĕсемшĕн агропромышленность комплексĕнчи хальхи вăхăтри кашни ыйту çывăх, кăсăклă пулни каламасăрах паллă. Округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Сергей Волков лару ĕçне хутшăнма ерçейни те меллĕ пулчĕ. Вăл ял хуçалăх отраслĕнчи кăтартусем пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Ыйтусем те темиçе пулчĕç, вĕсем çине те ертỹçĕ татăклă хуравсем пачĕ.

АПК ветеранĕсен округри пайташĕсем 2023 çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май асра юлнă паллă самантсене аса илчĕç. Вĕсенчен пĕри — Чăваш Енри аграрисен кун-çул кĕнекине ылтăн саспаллисемпе çырăннă Социализмла Ĕç Геройĕ, РСФСР тата ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ, Ленин тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсен кавалерĕ, 1950-1963 çулсенче пирĕн округри «Победа» колхозра тĕп агрономра ĕçленĕ Евлалия Ивановна Васильева çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа Аслă Пăла Тимешри, Елчĕкри библиотекăсенче тата Шупашкарти Чăваш патшалăх аграри университетĕнче анлă мероприятисем ирттерни. Ĕç Паттăрне халалласа округ, республика шайĕнче йĕркеленĕ тĕл пулусене АПК ветеранĕсем те хастар хутшăннă.

Чăваш Ен АПК ветеранĕсен канашĕн тата Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви пуçарăвĕпе хальхи вăхăтра Чăваш Республикинчи агропромышленность комплексĕн энциклопедине хатĕрлес ĕç пынине пĕлетпĕр. Сăмах май каласан, унта Елчĕк муниципалитет округĕнчен ял хуçалăх тытăмĕнче иртнĕ çулсенче тата хальхи вăхăтра ĕçлесе ят-сума тивĕçнĕ 200 ытла çын хушамачĕ кĕнĕ.

АПК ветеранĕсем музыка саламне те кăмăлтан йышăнчĕç. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн артисчĕсем — Сергей Барановпа Наталия Шавкина чуна тыткăнлакан юрăсем парнелерĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code