Юлашки çулсенче çын шанăçĕпе усă курса преступлени çулĕ çине тăракансен шучĕ ỹссех пырать. Çакна пĕлсе тăрсах карас телефонĕ çине ултавлă СМС-хыпарсем яракансенчен хур тỹсекенсем те сахал мар.
Сиртен чылайăшĕ карас телефонĕ çине çапла пĕлтерỹ килнине асăрханă та пулĕ: «Эсир чаплă автомашина выляса илтĕр. Ыттисенчен маларах налук тỹлесе ĕлкĕрсен вăл санăн пулĕ». Çакăн евĕр хыпарсене тỹрех хуратмалла чухне хăшĕ-пĕри, нимĕнле лотерейăна хутшăнман пулсан та, тỹрех шанса ỹкет, преступниксен мĕн пур хушăвĕсене пурнăçласа укçи-тенкине хăйĕн ирĕкĕпех ют алла пама васкать. Укçи-тенкине çухатнă хыççăн парнене кĕтсе илейменнине ăнкарса улталаннă çын йĕрке хуралĕн ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтать. Маларах СМС килнĕ номерсем çине шăнкăравлани усăсăр — хуçисем сас памаççĕ.
Çакăн евĕр преступленисене тĕрлĕ колонисенче ларакансем (уйрăмах Самарти колонинчисем хастар ку енĕпе) туни паллă пулать час-час. Вĕсем ирĕкри граждансен укçи-тенкипе усă курмалли çĕнĕрен те çĕнĕ ултав мелĕсем шухăшласа тупаççĕ. Çавăнпа та халăха асăрханма ыйтатпăр. Паллă мар номерсене ан тытăр. Харпăр информацине ют çынсене ан пĕлтерĕр.
И.МИНИГАЛИЕВ.