Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Апрелĕн 15-мĕшĕнче сÿнтерме пуçлаççĕ

Апрелĕн 15-мĕшĕнче сÿнтерме пуçлаççĕ

Ноябрĕн 29-мĕшĕнче Правительство телерадио хыпарлава аталантарас енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта пĕрремĕш тата иккĕмĕш мультиплекссене кĕрекен федераци каналĕсен аналоглă хыпарлавне сÿнтермелли графика çирĕплетнĕ.

Лару йышăнăвĕнче Раççейре цифрăллă эфир телекуравĕ çине куçас ĕç виçĕ тапхăрпа иртессине палăртнă. Чăваш Енре аналоглă сигнала 2019 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçлаççĕ. Эппин, çитес 4,5 уйăхра телекуравçăсен ятарлă приставка тата антенна туянса ĕлкĕрмелле.

Цифрăллă эфир телекуравĕ – пысăк пахалăхлă ÿкерчĕксемпе сасăсем. Телеэкранри лайăх ÿкерчĕксене пысăк хуласенче кăна мар, аякри пĕчĕк ялсенче пурăнакансем те пăхма пултараççĕ. Проект пурнăçа кĕнĕрен халăхăн 20 телеканала хальхи йышши лайăх пахалăхпа пăхма май пур.

Ятарлă оборудование çыхăнтармашкăн вăхăт нумай кирлĕ мар. 2013 çултанпа кăларнă телевизорсен пурин те DVB-T2 модуль пур, вăл – цифрăллă эфир телекуравĕн стандарчĕ. Ун пек телевизорсене дециметрлă антеннăпа кабель урлă çыхăнтармалла. DVB-T2 модуль çук телевизорсем валли антеннăсăр пуçне тата цифрăллă приставка туянмалла.

2018 çул вĕçлениччен икĕ мультиплекса кĕрекен 20 телеканала пирĕн республикăн пĕтĕм территорийĕнче пăхма майсем пулĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code