Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Хăрушă вăй

Комсомольски районĕнчи Урмаел ялĕнче «Чăваш Республикинчи çамрăксем хушшинче экстремизмпа терроризма хирĕç кĕрешмелли актуаллă проблемăсем: çивĕч ыйтусем çине хуравсем» темăпа семинар-практикум иртнĕ. Ăна тĕрлĕ секципе йĕркеленĕ.

Мероприятие хутшăннисен умĕнче Чăваш Республикинчи террора хирĕç кĕрешекен комисси ĕç-хĕлне йĕркелекен пай ертÿçи Евгений Терешин сăмах илнĕ. Вăл çамрăксене терроризмпа экстремизм пулăмĕсене тĕрĕс ăнланма пулăшасси, ку енĕпе тĕрлĕ мероприяти йĕркелемелли пирки каланă. Террористсемпе экстремистсем шăпах ачасен çирĕпленсе çитмен ăс-тăнне амантса тата хĕтĕртсе вĕсене тĕрĕс çултан пăрас тĕллеве мала хураççĕ. Çавăнпа та çитĕнекен ăрăва усал çул çине тăрасран асăрхаттарса вĕсемпе тăтăшах уçă калаçусем йĕркелемеллине палăртнă семинарта.

Терроризм – общество тăшманĕ. Унпа хирĕç кĕрешесси çине пиртен кашнийĕ пысăк тимлĕх уйăрмалла, инкекрен асăрханмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code