Нумай ачаллă çемьесене патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать.
Муниципалитет округĕн администрацийĕнче савăнăçлă событи пулса иртнĕ. Округ пуçлăхĕ Леонард Левый Курнавăш территори пайĕнчи нумай ачаллă Федоровсемпе Ильинсен çемйисене çурт-йĕр туянмашкăн сертификатсем панă.
— Çемье — иксĕлми пуянлăх, — палăртнă Леонард Васильевич. — Пирĕн округ пысăк тата туслă çемьесемпе пуян. Пилĕк ачана пăхса çитĕнтерме чăтăмлăх та, яваплăх та кирлĕ. Сире ăнăçу, телей сунатăп.
Сăмах май калас пулать: Федоровсен кил хуçи хальхи вăхăтра контракт йĕркипе ятарлă çар операцине хутшăнать.
Асăннă сертификат çулталăк вĕçлениччен «ĕçлет». Унăн хуçисем çак тапхăрта пĕр е темиçе пỹлĕм илме пултараççĕ, анчах вăл вырăнти хăй тытăмлăх органĕ çирĕплетнĕ учет норминчен пĕчĕк пулмалла мар. Çавăн пекех пая кĕрсе пурăнмалли вырăн туянма е подрядчикпа килĕшỹ туса çурт-йĕр çĕклеме юрать.