Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕслĕхлĕ çемье

Тĕслĕхлĕ çемье

Хăвăлçырма ялĕнче ĕçчен те пултаруллă çынсем чылаййăн. Аслă урамра пурăнакансем патĕнче, ИнформУИК обходчикĕ пулнă май, пулма тỹр килчĕ. Ял вĕçĕнчи Казаковсем — Феоктиста аппапа Аркадий тете иккĕшех пурăнаççĕ. Пилĕк ача çуратса ỹстернĕ вĕсем. Икĕ хĕрĕпе виçĕ ывăлĕн халĕ хăйсен çемйисем. Асли — Валерий — çĕршывăн тĕп хулинче тĕпленнĕ. Пĕр хĕрĕ, Галя, тăван ялтах çемье çавăрнă. Виççĕшĕ — Шупашкарта. Кирек мĕнле пысăк ĕç тунă чухне те, уявсенче те — тăван киле, ашшĕ-амăшĕ патне, пуçтарăнаççĕ Казаковсем.

Арташ тетепе Фечис аппа, ялта çапла чĕнеççĕ вĕсене, тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван «Мир» колхозра тăрăшнă. Фермăра скотник пулнă май миçе тонна выльăх апачĕ турттарман-ши Арташ тете? 82 çулта пулсан та ĕçе халĕ те вăр-вар тăвать. Картишĕнче пĕр купа юр та тăратмасть. Çемьене упраканни, кил-çуртри ăшăлăха тытса тăраканни мăшăрĕ тесе шутлать вăл.

Феоктиста Шуршу хĕрĕ пулнă. Арташ тете ăна пĕрре курсах юратнă та, вара ĕлĕкхи йăлана тĕпе хурса вăрласа килнĕ. Пурăнан пурнăçра темĕн те пулать. Чашăк-тирĕкĕ те шăкăртатнă пуль, пурнăçĕ те çăмăлах пулман пуль. Çапах та Казаковсем алла-аллăн тытăнса 55 çул ытла кун кунлаççĕ. Иккĕшĕ те «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Паянхи кун та выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал усраççĕ ватăсем. Фечис аппан аллинче кирек мĕнле ĕç те вĕресе тăрать темелле. 11 мăнукĕпе 4 кĕçĕн мăнукĕ валли ăшă алса-чăлха, тапăчки çыхать. Тĕрлĕ тĕслĕ çипрен минтер пичĕ, диван-кравать çи виттисем хатĕрлет. Çак уйăхра 75 çул тултаракан Феоктиста Никитична Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшас ĕçре те хастар. Вĕсене валли çăм çиппинчен ятарласа чылай нуски çыхса пачĕ, ытти акцирен те айккинче тăрса юлмасть вăл.

Аркадий Сергеевичпа Феоктиста Никитична Казаковсем — Хăвăлçырма ялĕнчи хисеплĕ мăшăр. Вĕсем хăйсен ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн тĕслĕхлĕ çемье. Апла пулсан тата чылай çул пĕрле тату пурăнма сывлăх сунар вĕсене!

Зинаида МИХЕЕВА,
ялти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code