Владимир Путин,
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ:
— Юлашки çулсенче çынсем Раççейре канма кăмăллаççĕ. Шалти туризмпа кăсăкланакан нумаййине куратпăр. Çакă туризм индустрине те, çав вăхăтрах регионсенчи туризма çывăх отрасльсене аталанма та лайăх майсем туса парать. Хальхи вăхăтра шалти туризма аталанма ресурс çителĕклĕ: транспорт инфратытăмĕ те, курортсемпе хăна çурчĕсем те, ресторансемпе кафесем те вăй илсе пыраççĕ, общество вырăнĕсем хăтлăланаççĕ, предпринимательсен пуçарăвĕсемпе проекчĕсем ку сферăсенче ăнăçлă пурнăçа кĕреççĕ.
Туризм аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе ирттернĕ канашлура каланинчен.
Юлашки çулсенче республикăра шалти туризма аталантарас, çапла майпа çынсене курма, канма тивĕçлĕ условисем туса парас тĕлĕшпе сахал мар ĕç пурнăçланать.
Вулакан Шупашкар округĕнчи «Ясна» этнокомплекс пирки илтнех. Унта çулсерен 5 пин ытла турист килсе курать. Пĕлтĕр «МТС Travel» эксперчĕсем ăна Раççейри этнотуризмшăн кăсăклă пилĕк вырăн йышне кĕртнĕ.
«Яснара», сăмах май, курса тĕлĕнмелли чылай. Унта чăваш халăх юмахĕсемпе халапĕсенчи сăнарсен кỹлеписене вырнаçтарнă этноуçланкă пур. Республика тата федераци пĕлтерĕшлĕ çут çанталăк палăкне — Киремет юманне — курма пулать. Лаçра ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсемпе усă курса сăра вĕретеççĕ. Тăрналлă çăлран кăларнă сиплĕ шыва ĕçсе кăмăла уçма пулать. Çавăн пекех çамрăксем авалхи йăла-йĕркене тĕпе хурса комплексра туй тăваççĕ.
Пирĕн округра, паллах, Лаш Таяпари Леонид Князев тытса тăракан акар йытăсен питомникне туризм центрĕ теме пулать. 20 çул ытла чунне парса вăй хурать кунта Леонид Васильевич. Хăнасене хамăр республикăран кăна мар, ытти регионтан та хапăл вăл. Вĕсем тĕрлĕ чĕр чунпа, кайăк-кĕшĕкпе, чăвашсен ĕлĕкхи япалисемпе паллашма пултараççĕ. «Кашкăр йăви» хăна çуртĕнче канма условисем аван. Сунара кайса килнĕ хыççăн çăвăнма чăваш мунчи те пур.
Тĕрлĕ регион спортсменĕсем хутшăннипе питомникре çулсерен сунарçăсен биатлонне йĕркелеççĕ.