Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Çĕр улми — 2024» курав уçăлчĕ

«Çĕр улми — 2024» курав уçăлчĕ

«Çĕр улми — 2024», шучĕпе 16-мĕш курав ĕнер, нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнче, уçăлнă. Вăл икĕ кун ĕçлет, ку хутĕнче — МТВ-центрта. Унта çĕршывăн икĕ теçетке ытла регионĕнчен 83 компани хутшăннă.

Курав питех те пуян: çĕр улмин çĕнĕ сорчĕсем, çак культурăна çитĕнтермелли технологисем, хăватлă йышши техника. Унта çĕр улмирен хатĕрленĕ 100 ытла блюдăна астивсе пăхма май пур. Пахчаçăсем, яланхи пекех, çĕр улмин тĕрлĕ сорчĕсене вăрлăх валли те туянма пултараççĕ. Сăмах май каласан, ял хуçалăх предприятийĕсем «иккĕмĕш çăкăрăн» 26 тĕрлĕ сортне сутма тăратнă. Çав шутра — хамăр çĕршывра хатĕрленисем те, чикĕ леш енчи селекци сорчĕсем те пур.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code