Елена Петрова «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕнче 2002 çултанпа ĕçлет. Пирваях обществăпа политика пайне ертсе пынă. 2023 çулхи нарăс уйăхĕнче ăна тĕп редактор тивĕçĕсене пурнăçлакана лартнă.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн 2024 çулхи пуш уйăхĕн 6 -мĕшĕнчи приказĕпе килĕшỹллĕн вара Елена Петровăна тĕп редактор должноçне çирĕплетнĕ. Çак тĕллевпе ĕнер редакци коллективĕпе министр çумĕ Алина Федорова тĕл пулчĕ. Вăл Елена Геннадьевнăна çăмăл мар ĕçре ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕ. Эпир те, ĕçтешĕсем, çавнах сунатпăр.