Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Патшалăх пулăшнипе ял аталанать

Патшалăх пулăшнипе ял аталанать

Сергей АРТАМОНОВ, вице-премьер, ЧР ял хуçалăх министрĕ:

— Регионсем хушшинчи «Çĕр улми» курав кăçалхипе 16-мĕш хут иртрĕ.Унта пысăк йышпа — çĕршывăн 20 регионĕнчен 83 компани хутшăнни ахальтен мар. Чăваш Ен 100 гектар çĕр пуçне çĕр улми туса илессипе тата кашни гектар çĕр пуçне шутласа патшалăх пулăшăвĕ уйăрассипе те Атăлçи федераци округĕнче пĕрремĕш вырăнта.

Çĕр улми туса илессинчи кăтартусем çулсерен ỹссе пыни техника паркне модернизацилеме уйăракан регион шайĕнчи тĕллевлĕ пулăшусем уйăрнипе, уй-хирти ĕçсене пурнăçланă чухне çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курнипе çыхăннă. Эпир вара хамăр ăсталăхпа ыттисене паллаштарма яланах хатĕр, мĕншĕн тесен апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ — çĕршыври аграри пĕрлĕхĕн пĕр пĕтĕмĕшле ĕçĕ пулса тăрать.

Нарăс уйăхĕн 29 тата мартăн 1-мĕшĕсенче пулса иртнĕ «Çĕр улми — 2024» курава Елчĕк муниципалитет округĕнчи фермерсем те хутшăннă.

Курав питех те пуян пулнă: çĕр улмин çĕнĕ сорчĕсем, çак культурăна çитĕнтермелли технологисем, хăватлă йышши техника. Ĕçлĕ программа шайĕнче наукăпа практика конференцийĕсем, ĕçлĕ тĕлпулусем, «çавра сĕтелсем» иртнĕ, дегустаци, суту-илỹ йĕркеленĕ. Ăна йĕркелекенсем ЧР Ял хуçалăх министерствипе А.Г.Лорх ячĕллĕ çĕр улми тĕпчевĕн федераци центрĕ тата ЧР «Агро-Инновацисем» хысна предприяти пулнă.

Куравра Чăваш Енри фермерсене аталанма кирлĕ патшалăх мерисене тивĕçтерес ыйтăва татса панă. Чи анлă сарăлнă грантсем «Перспектива» тата «Агростартап» пулĕç. Ку пулăшусем «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн ĕçе кĕреççĕ. Пуçласа хăй тĕллĕн ĕçлекенсене паракан чи анлă сарăлнă грантсенчен пĕри — «Перспектива». Ку регионти пулăшу. 2024 çулта ăна çĕр çырли çитĕнтерме, аквакультурăна аталантарма, сурăх ĕрчетме уйăраççĕ. Республика шайĕнче ĕçлекен «Перспектива» гранта кăçалтан пуçласа тата «Агротуризм» тата «Пахча çимĕç туса илесси» грантсем вăя кĕреççĕ.

Регионтан уйăракан грантсен виçисене çак йĕркепе палăртаççĕ: аквакультурăпа туризма аталантарма -10 миллион тенкĕ таран, пахча çимĕç, улма-çырла çитĕнтерме тата сурăх ĕрчетме — 5 миллион тенкĕ таран.

«Агростартап» программăпа килĕшỹллĕн уйăракан грант виçине Чăваш Енре малашне тата ỹстерме палăртаççĕ. Хальхи вăхăтра регион Правительствинче «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланакан проектсене ĕçе кĕртме республика хыснинчен хушма укçа — тата 1 миллион тенкĕ уйăрса парас ыйтăва сỹтсе яваççĕ. Ăна майлă татса парсан фермер ĕçне пуçăнакансем малашне 5 миллион тенкĕ таран, кооператив шутĕнче тăракансем 4 миллион тенкĕ таран илме пултарĕç.

ХАКЛАВ

Юрий ГАЛКИН, «АСК-Яльчики» ОООри ĕç тăвакан директор:

— Нумай çултанпа апат-çимĕçре усă курмалли тата вăрлăхлăх çĕр улми туса илессипе ĕçлекен хуçалăх пулнине кура эпир те курава хутшăнма тивĕçлĕ пултăмăр.

Пушă алăпа каймарăмăр унта. Çуркунне, акана тухма вăхăт çитсе пынине шута илсе вырăнти пулăхлă çĕрсем çинче çитĕннĕ тĕрлĕ сортлă çĕр улми вăрлăхĕсене пурĕ 7 тонна сутма пултартăмăр. Хула çыннисем дачăсенче лартса çитĕнтерме эпир сутакан вăрлăха черет тăрсах туянчĕç. Ялсенчен килсе çитнĕ, уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансем те пирĕн çĕр улмине хапăл туса йышăнчĕç.

Виталий ВАСИЛЬЕВ, Аслă Таяпари хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи:

— Шупашкарти МТВ-центрта пулса иртнĕ куравра çĕр улмине ỹстермелли çĕнĕ йышши техникăпа тата технологипе, ỹсен-тăрана хỹтĕлемелли препаратсемпе, çĕнĕ сортсемпе, продукцие упрамалли тата ăна ĕçлесе тирпейлемелли хатĕрсемпе паллашма май пулчĕ.

Куравран пысăк хавхаланупа, çĕр улми туса илессипе малашне тата тăрăшарах ĕçлес ĕмĕтпе таврăнтăм. Мĕншĕн тесен фермерсене аталанма кирлĕ патшалăх мерисем кашни çул ỹссе пынă вăхăтра япăх ĕçлеме сăлтав пулма пултараймĕ.

Хальччен пирĕн хресчен (фермер) хуçалăхĕ «иккĕмĕш çăкăра» 30 гектар çинчен туса илнĕ, тухăç та тивĕçтермелли шайра пулнă. Çĕр улми туса илес ĕçре усă курмалли техника та — пĕтĕмпех хамăрăн. Иртнĕ çул тата тепĕр хăватлă трактор та туянтăмăр. 7 миллион тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕпе усă курса иртнĕ çул 1000 тонна тырă вырнаçакан управ хута кайнине тата çакăн чухлех пахча çимĕç вырнаçакан хранилищĕне (10 миллион тенкĕлĕх) модернизацилеме пултарни тăрăшса ĕçлес хавхаланăва ỹстерет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code