Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Сентябрĕн 2-мĕшĕ. Çак кун 1945 çулта Японие капитуляцилени çинчен çырнă акт çине Совет Союзĕ, США, Китай, Великобритани тата ытти союзла патшалăхсен представителĕсем алă пуснă. Çак кун историе иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕ ятпа кĕрсе юлнă.

Сентябрĕн 8-мĕшĕ. 1812 çулта Михаил Кутузов ертсе пынипе вырăс çарĕ Бородино ялĕ çывăхĕнче французсен çарĕпе пынă юнлă çапăçăва тÿссе ирттернĕ, парăнман.

Сентябрĕн 11-мĕшĕ. 1790 çулта Федор Ушаков флотоводец вырăс эскадри Тендер сăмсахĕ çывăхĕнче турккăсен эскадрине çапса аркатнă.

Сентябрĕн 21-мĕшĕ. 1380 çулта Дмитрий Донской кнеç полкĕ Куликов уйĕнче ылтăн урта çарĕсене тĕп тунă.

Сентябрĕн 24-мĕшĕ. 1799 çулта вырăс çарĕсем паттăрлăх кăтартнă, Швейцаринчи Сен-Готард ту урлă каçнă.

Сентябрĕн 26-мĕшĕ. Çак кун 1914 çулта Николай Иванов генерал çарĕсем Галици çапăçăвĕнче Австрипе Венгри çарĕсене парăнтарнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçин малтанхи тапхăрĕнчех хăйĕн территорийĕнче çапса салатнă хыççăн Австро-Венгри çĕршывĕ малашне наступление куçма пултарайман.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code