Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ашшĕ таврăнасса куç пек кĕтнĕ

Ашшĕ таврăнасса куç пек кĕтнĕ

«Пуйăс килет, пуйăс килет,
Пуйăс килет чашлатса.
Манăн атте хăçан килет
Нимĕçсене аркатса?…»

Çурт çумĕнчи çĕмĕрт йывăççи çине улăхса ларса мĕн пĕчĕкрен çак юрра юрласа ÿснĕ Виталий. Вăрçă вĕçленсен те чылай çул йывăç çине хăпарса аслă çул енне пăхса тинкернĕ ача, çывăх çынни вăрçăран таврăнасса куç пек кĕтнĕ.

Ашшĕне – Деомид Петрович Петрова – фронта вăрçă пуçлансанах илсе кайнă. Фашистсем Мускава çывхарса пынă вăхăтри уйрăмах йывăр çапăçусене хутшăннă вăл. 1942 çулта хыпарсăр çухалнă.

– Юлашки çырăвне атте Мускав облаçĕнчи Наро-Фоминск районĕнчен çырнă: «…Нимĕçсене паçма вĕçĕнчи пек курса выртатпăр. Пăшал пур салтака та тивĕçмест. Çумри юлташ вилсен унăнне илсе перетпĕр…», – çапла çырни аса кĕрсе юлнă. Шел пулин те, çырăвĕ пушарта çунса кайрĕ. Историрен пĕлетпĕр, нимĕçсене тĕп хула енне ярас мар тесе Мускавран 50-60 çухрăмра калама çук хаяр çапăçусем пулнă. «Аманнă е вилнĕ салтаксене танксем те çăрса пĕтернĕ, вĕсене пĕлсе-тупса пĕтереймен, аçу та вĕсен хушшинче пулнă пуль, çавăнпа ун пирки те хыпарсăр çухалнă тесе килнĕ пуль çырăвĕ», – тетчĕ анне.

Виталий 1939 çулхи августăн 28-мĕшĕнче Тĕмер ялĕнче Успени уявĕнче – Турă Амăшĕ Таса хĕр Мария вилнине палăртнă кун çут тĕнчене килнĕ. Анчах та çуралнине ĕнентерекен хут çине сентябрĕн 7-мĕшĕ тесе паллă тунă.

– Астăватăп-ха, 7 çул тултарман тесе мана сентябрĕн 1-мĕшĕнче хам тантăшсемпе пĕрле шкула илмерĕç. Пурпĕрех çÿреттĕмччĕ унта. Александра Васильевна Жирнова вĕрентекен час-часах алăран çавăтса шкултан кăларса яратчĕ пулсан та тепĕр кунне каллех килсе лараттăмччĕ. Питĕ вĕренес килетчĕ. Пĕрремĕш чĕрĕк иртсен: «Ку ача пĕрех çÿреме пăрахмасть ĕнтĕ», – тесе пĕтĕмлетрĕç пуль, манăн хушамата пуçласа /1946 çулччĕ ун чухне/ журнал çине çырса хучĕç. Ялти шкулта лайăх паллăсемпе 7 класс таран вĕренсен малалла пĕлĕве Çĕнĕ Пăва шкулĕнче ÿстертĕм. Виçĕ хастар комсомолка тата эпĕ çÿрерĕмĕр унта. Çумăрта, шăрăхра, шартлама сивĕре çул пуррине е çуккине пăхмасăр такăрлататтăмăр килпе шкул хушшинчи çула, – малалла тăсать сăмахне ĕç ветеранĕ.

Вăрçă вăхăтĕнчи йывăр пурнăç ачасем çинче те çырăнса юлнă. 12-13 çулсенчех Виталий ытти вĕренекенсемпе пĕрле колхоз ĕçне хутшăннă. Улттăмĕш класс пĕтерсенех ăна бригадăри звеньевой пулма явăçтарнă. Унăн тивĕçне алăпа вырнă лаптăксене виçсе, çĕмелсене шутласа палăртасси кĕнĕ. Халăх вăл вăхăтра çĕрле те ĕçленĕрен ача та вĕсемпе пĕрле тăрăшнă.

1953 çулта Тĕмерте çамрăксен комсомол организацине йĕркеленĕ. Çакăн пирки Виталий Деомидович çапларах аса илет:

– Эпир унта 6 вĕренекен – 3 хĕр ача /Зинаида Галкина, Антонина Никитина, Роза Платонова/ тата 3 арçын ача /эпĕ, Александр Сорокин, Алексей Львов/ тÿрех кĕтĕмĕр. Хĕлле комсомол райкомне çуна çине ларса лашапа кайрăмăр. Вырăнти организаци ертÿçи пулма мана суйларĕç. Çакă маншăн общество ĕçĕнчи пĕрремĕш тивĕç пулчĕ.

Çĕнĕ Пăва шкулĕнчен вĕренсе тухсан Хусанти сăрт-ту техникумĕнче пĕлÿ илнĕ каччă. 1958-1960 çулсенче Мускавран 45-50 çухрăмра вырнаçнă пĕр облаçре çĕр чавакансен мастерĕнче тăрăшнă. «Çĕр чавнă вăхăтра атте пирки мĕнле те пулин документ тухмĕ-ши;» – тесе те ĕмĕтленнĕ вăл. Вăрттăн объектра тăрăшнăскерĕн асăннă ĕçĕ çарта службăра тăнипе тан пулнă. Кунта 2 çул ĕçлесен Виталие Мусавран 40 çухрăмри пĕр поселокри çар гарнизонĕнче 1 пÿлĕмлĕ хваттер панă. Унта вăл амăшне те илсе кайса кăтартнă. Çакăн хыççăн амăшĕ, ывăлĕ ялтан самай аякра тĕпленесрен хăранăран-ши, Виталие тăтăшах яла пурăнма чĕнсе çырусем çырма пуçланă, унтан хăй чирленине пĕлтерсе телеграмма янă. 1961 çулта ĕçне те, хваттерне те пăрахса тăван яла таврăннă çамрăк. Ялта хăй вĕреннĕ специальноçпа ĕç çуккине шута илсе вăл Патăрьелĕнче техник-осеменатора вĕренсе тăван колхозра çак профессипе тăрăшать, унтан Тутарстанри Пăва хулинчи ветеринари техникумĕнче куçăмсăр майпа пĕлÿ илсен зоотехник пулса ĕçлеме пуçлать. Каярах 7 ялтан тăракан «Знамя» хуçалăхра тĕп зоотехник пулма шанаççĕ тăрăшуллă ĕçчене.

– 2735 пуç ĕне выльăха, 5100 пуç сыснана тата 100-шер пуç сурăхпа лашасене кашни кун пăхса тăмалла, тăрантармалла, патшалăха ямалла, комбикорм турттармалла тата ытти ĕç мĕн чухлĕ! Выльăх-чĕрлĕх фермисенче ĕçлекенсене ертсе пырасси, пулăшасси, социализмла ăмăртăва йĕркелесси – çаксем пĕтĕмпех зоотехник хул пуççийĕ çине тиенетчĕç. Выльăх-чĕрлĕх – чĕрĕ чун. Кунта паян тумалли ĕçе ырана хăварма, вĕсене выçă та, шывсăр та тăратма çук. Кашни кунах фермăсене çитмелле пулнă. Халĕ, пенсие тухнă хыççăн, тĕлĕнетĕп: мĕнле ĕлкĕрнĕ çакăн пек çирĕп графикпа ĕçлесе пыма? – тет ватă.

Ĕçленĕ хушăра Чăваш ял хуçалăх институтĕнче вĕренме те вăхăт тупать вăл. 7 ялтан тăракан хуçалăхра Тĕмер бригади малта пулнă, 100 гектар çĕр пуçне колхозĕпе 116 центнер аш-какай туса илнĕ пулсан, Тĕмер бригадин çак цифра 136-па танлашнă.

Хуçалăхри комсомолецсене те ертсе пынă хастар. Шăп çак çулсенче ялти культура çуртĕнче çар ретне тăракансене хисеплĕ ăсатасси, мăшăрланакансене çырăнтарасси йăлана кĕнĕ:

– Фермăра ĕçлекен хастар комсомолецсене – Антонина Кузнецовăпа Илья Дутова клубра комсомолла çырăнтарни уйрăмах асра юлчĕ. Халăх питĕ нумай пулчĕ ун чух. Вĕсене тата ыттисене те эпĕ, комсомол секретарĕ, килĕштерсе, пĕр-пĕрне юратса тата хисеплесе пурăнма сĕнеттĕм, ача-пăча çуратса ÿстерсе телейлĕ пурнăçпа пурăнма пехил сăмахĕсем калаттăмччĕ.

1968 çулта Виталий Деомидович Коммунистсен партийĕн ретне тăнă. Тепĕр 2 çултан ăна парти пуçламăш организацийĕн секретарĕ пулма суйланă. Хуçалăхăн правлени, партком членĕ пулнă, кашни суйлаврах ял совечĕн депутатне суйланнă, ял совечĕн председателĕн заместителĕнче тăрăшнă. Халăх контроль комитечĕн председателĕ пулма та шаннă – кирек хăш должноçра ĕçлесен те тивĕçе пĕлсе тата тĕплĕн пурнăçланă.

Колхоз производствинчи ĕç стажĕ 41, çав шутран выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче 39 çул шутланнă. Вăл отрасле аталантарас тесе тăтăшах çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртнĕ. 1967 çулта Тĕмере симментал ăратлă ĕнесем, 1978-1981 çулсенче «Знамя» хуçалăха хура-ула ĕнесем кÿрсе килсе ĕрчетнĕ.

Ĕçне кура хисепĕ. Производствăри пысăк кăтартусемшĕн, общество ĕçĕнчи хастарлăхшăн Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн /1976, 1983 çç/, ВЛКСМ Тĕп комитечĕн, /1966, 1967 çç/, СССР Халăх Контроль комитечĕн /1978 ç/ Хисеп грамотисене парса чысланă. 2010 çулта Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн Хисеплĕ гражданинĕ ят панă. Наградисем тата та пур, вĕсене йăлтах çырса та пĕтереймĕн.

Мăшăрĕпе – Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнчи тăрăшуллă та ĕçчен хĕрпе Аполинария Шелтуковăпа пĕрлешсе çемье тĕвĕленĕ. Мăшăрĕн шăпи питĕ интереслĕ пулнă. Амăшĕнчен 3 кунрах тăлăха юлнă хĕр ача – ăна пурнăç панăскер вăйран кайнипе картара йăванса кайнă та пурнăçран уйрăлнă. Тĕпренчĕкĕсем Володя, Лиза тата Аполинария çурма тăлăх тăрса юлнă. «Ачине амăшĕпе пĕрле тупăка хурса ямалла пуль», – тесе «ăс» паракансем те тупăннă. Амăшне пытарнă хĕллехи кун Аполинарийăна çырма урлă пурăнакан Василий Денисов /унăн мăшăрĕ Евдокия, мăшăрăн чылай çул пĕрле пурăннă пулсан та ача пулман/ хĕвне чиксе килне илсе кайнă. Каярах тата 2 ача тĕнчене килнĕ хĕр ачана усрава илнĕ çемьере.

Икĕ ачапа тăрса юлнă Аполинарийян ашшĕ Петр çуркунне тепре авланать, анчах та çулла ăна та вăрçа илсе каяççĕ. Вăл вăрçă хирĕнче пуçне хурать. Салтак арăмĕ Анна та Володьăпа Лизăна тăван ачисем пек пăхса çитĕнтернĕ.

Виталий Деомидовичпа Аполинария Петровна /шел пулин те пурнăçран иртерех уйрăлнă вăл/ тату пурăннă, ĕçне тата тăрăшулăхне кура ял çинче ырă ят çĕнсе илнĕ. Мăшăр 5 ача çуратса ÿстернĕ. Аслă хĕрĕ София воспитательте ĕçленĕ, каярах культура тытăмĕнче тăрăшнă. Елена педагог профессине суйласа илнĕ, шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче вăй хурса майор званипе тивĕçлĕ канăва тухнă, хальхи вăхăтра психолог пулса тăрăшать. Владимир, Василий, Владислав тĕрлĕ профессипе тăрăшаççĕ, Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта тымар янă.

Паянхи кун Виталий Деомидович ачисемпе, 7 мăнукĕпе, 8 кĕçĕн мăнукĕпе йăпанать.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code