Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ирĕккĕн «вĕçсе» кăтартнă

Ирĕккĕн «вĕçсе» кăтартнă

Пирĕн Тăван çĕршыв — космонавтикăна çуратнă патшалăх. Çĕрĕн искусствăллă спутникне те Совет Союзĕ пĕрремĕш вĕçтерсе янă. Чи малтан космоса та пирĕн çын Юрий Гагарин хăпарнă. Уçлăх паттăрĕсен хушшинче чăваш çынни пулни, паллах, пире мăнаçланма ирĕк парать.

А.Г.Николаев космонавт-летчик ячĕ Чăваш Республикинче кăна мар, пĕтĕм тĕнчипе паллă. Вăл Тăван çĕршыв историне ĕмĕрлĕхех хывăнчĕ. Çавăнпа пĕрлех Андриян Григорьевич тĕнче уçлăхĕнче пулнипе кăна уйрăлса тăмасть, вăл çирĕм ытла ют çĕршывра пулса курнă ентеш. Космосран таврăннă хыççăн вăл Венгрире, Болгарире, Чехословакире, ГДРта, Бельгире, ФРГра, Францире, Югославире, Индонезире, Индире, Бирмăра, Цейлонра, Непалта, Японире, Америкăра, Бразилире, Кубăра, Гвинейăра, Египетра, Алжирта пулса курнă. Хăш-пĕр çĕршыва икĕ-виçĕ хут та кайса килнĕ. Америкăра вара Вашингтон, Алабама, Техас, Калифорни штачĕсенче хăнара пулса пур çĕрте те пресс-конференци ирттернĕ. Çавăнпа пĕрлех Нью-Йорк, Хьюстон, Ханствилла, Лос-Анджелес, Сан-Франциско, Сиэтл хулисенче çỹресе курнă. Тата ăна Болгари, Монголи халăх республикисен геройĕ, Вьетнам Социализмла ĕç Геройĕ ячĕсене панă. Паллах, чăн-чăн космонавт пулма пит те çăмăл мар: пĕлмелли те, ĕçлемелли те нумай, чăтăм-тỹсĕм те кирлĕ. Халĕччен никам та пĕлмен çĕнĕлĕхсемпе те тĕл пулма лекет. А.Г.Николаев хăйĕн кĕнекисенче космос ракетисем тăвакан тĕп конструктор С.П.Королев каланă сăмахсене аса илет: «Патриотизм, паттăрлăх, сăпайлăх, питĕ хăвăрт та тĕрĕс тавçăрса илни, тимĕр пек çирĕп кăмăл, пĕлỹ, çынсене юратни — акă питĕ кирлĕ пахалăхлă енсем. Вĕсемсĕр космонавт пулма çук». Андриян Григорьевич космоса виççĕмĕш хăпарнă пулсан та уçлăха тĕпчес ĕçсенче чи малтанхи экспериментла утăмсем тăвать. Пĕрремĕш хут вĕçнĕ чухне вăл чи пирвайхи хут карапăн кабининче хăй ларнă креслăран салтăнса нимĕнрен тытмасăр ирĕккĕн «вĕçсе» кăтартать. Ун умĕн кун пек сăнава никам та туса курман, мĕн пулассине те никам та малтан калама пултарайман. Ун чухнех А.Г.Николаевпа П.Р.Попович тĕнчере чи малтанхи хут уçлăхра икĕ космос карапĕ пĕр-пĕринпе çыхăну тытса ушкăнланса темиçе талăк вĕçме пултарнине çирĕплетсе панă. Тепĕр сакăр çултан иккĕмĕш вĕçевре А.Г.Николаевпа В.И.Севастьянов космонавтсем пĕрремĕш хут космосра вун сакăр талăк вĕçсе çĕр йĕри-тавра 286 çаврăм тăваççĕ. Пурĕ вĕсен вĕçевĕ 20 миллион километрпа танлашать. Халĕ ĕнтĕ эпир пĕлетпĕр, космос карапĕ çĕр чăмăрĕ тавра пĕр тулли çаврăм сехет çурă яхăнра тăвать. Çапла вара 24 сехетре карап çĕр тавра вун ултă хут çаврăнать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code