Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Геннадий Борисова – 75 çул

Геннадий Борисова – 75 çул

Патреккел халăх хорĕ пирки республикăра анчах мар, унăн тулашĕнче те пĕлмен е илтмен çын сахал. Паян хор ертÿçи – «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ Геннадий Борисов 75 çул тултарчĕ.

Çынна чăн та юрăç е музыкант, сăвăç е çыравçă, учитель е çĕр ĕçченĕ… пулма пÿрнĕ пулсан – шăпа çын хăй сисмесĕрех çав çул çине ертсе тухать ăна. Турă пани вăл хăех, хамăр сисмесĕрех вăранать çынра. Хальхи пекех астăватăп /ун чухне эпĕ 4-мĕш класс ачиччĕ/ Борис тете Кĕçĕн Таяпаран купăс илсе килнине. Аннен йăмăкĕн çемйи парнеленĕ ăна. Мана тыттармасть, аллине илсе нарт-нарт тутарать те, мачча каштинчен каялла çакса хурать. Питĕ выляс килет купăспа – тетерен хăратăп. Шкултан унран маларах таврăнатăп та сĕтеле куçарса лартса купăса час-часах алла илетĕп. Ăçтан кăна сисет эпĕ ун парнине тытнине: çупкă лектерет. Кайран тин пĕлтĕм вăл ăна ялан пĕр май анчах çакса хунине. Чи малтанах салтак юррине выляма вĕрентĕм. Анне тăлăх арăм пулнă. Мăшăрĕ вăрçăран таврăнманранах пуль, çак юрра илтсен куççульпе макăратчĕ. Манăн чуна та пырса тивнĕ ахăр çак самант. Тете шкултан таврăннă та эпĕ çак кĕвве вылянине вăрттăн итлесе тăрса тĕлĕннĕ пĕринче – çак кунран урăх чармарĕ купăсне тытма. Ун чухне купăс калакансем чылайччĕ ялта: Униç тата Петр Палашкинсем, Владимир Нестраканов, Валерий Захаров. Ял илемĕ пулнă вăл купăспа вылякан çын. Ялти шкулта 8 çул вĕреннĕ хыççăн Униç юлташăмпа иксĕмĕр газосварщике вĕренме кĕрес ĕмĕтпе документсене хулана ярса патăмăр. Тусăма вĕренме чĕнекен йыхрав килчĕ, мана – çук. Вара эпир Аслă Елчĕкри Владимир Моисеевпа Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине çул тытрăмăр. Тÿрех илчĕç пире вĕренме. Тусăм укçа-тенкĕ енчен аптрамастчĕ, анчах та манăн спорт форми е ытти хатĕр илме те, апат-çимĕç туянма та, общежитире пурăннăшăн тÿлеме те укçа-тенкĕ çитместчĕ. Аннене 4 ачине пĕччен ура çине тăратма пĕрре те çăмăл пулман. Тивĕçлĕ апатланайманран манăн сывлăхăм та хавшама пуçларĕ, вара каялла киле таврăнтăм /чылай çултан куçăмсăр майпа вĕренсе тухрăм çак училищĕрен/. Тăван колхозра тăрăшма пуçларăм – лашапа кăшман, çĕр улми, купăста тата ытти пахча çимĕç турттарнă, ытти ĕç пурнăçланă. Çав вăхăтрах Мария Ястребова ертсе пыракан хора та çÿрерĕм. Кăштах вăхăт иртсен колхоз правленийĕ /ун чухне председатель пулса Николай Московский тăрăшатчĕ/ мана 6 уйăхлăха Патăрьелне баянистсен курсне вĕренме ячĕ. Вĕреннĕ вăхăтра уйăхне 10 тенкĕ укçа пани самай пулăш пулчĕ. 16 çул тултарсан райĕçтăвкомăн культура пайĕн заведующийĕ Александр Миллин сĕннипе Елчĕкри культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçинче ĕçлерĕм /пĕр вăхăтрах 1965-1968 çулсенче Патреккел хорĕнче баянист пулса тăрăшрăм/. Унтанах салтака ăсатрĕç. В.И.Чапаев ячĕллĕ дивизире службăра тăтăм. Таврăнсан, 1971 çулта, хор ертÿçи пулма шанчĕç, — аса илет иртнине Геннадий Борисов.

Хорăн историйĕ пуян. Патреккелте 1747 çултах чиркÿ çумĕнче хор пулнă, ял çыннисенчен чылайăшĕ унта юрланă. 1922 çулта вĕрентекенре тăрăшнă Ольга Миловидова пуçарăвĕпе хор йĕркеленĕ. 1932 çултан хор çитĕнÿсем тума пуçланă май унăн ят-сумĕ çĕкленсех пынă. Тĕрлĕ çулсенче коллектива ертсе пырас ĕçе Михаил Воронцов, Александр Миллин хутшăннă. 1957-1967 çулсенче вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн Мария Ястребован аллине куçать. Вăл хор шăпишĕн чунне парса ĕçленĕ хушăра коллектив 1969 çулта «халăх» ята илет. Пултаруллă хĕрарăма ял совечĕн председателĕн должноçне шанса парсан çакăн евĕр ыйту тухса тăнă: мĕнлерех пулĕ хорăн ыранхи шăпи, коллектива малашне кам ертсе пырĕ? Ертÿçĕ пулма Мария Васильевна Геннадий Борисова сĕнет.

– Хора пĕтме памалла мар пирĕн. Унăн ертÿçинче никама та мар, шăпах сана куратпăр, – татăклăн хуравланă ун чухне çирĕп хĕрарăм.

Геннадий Борисов ун чухне Елчĕкри культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçинче ĕçленĕ. Унтах Илья Семеновпа пĕрле Елчĕк хорне çĕнĕрен чĕртсе янă.

— Ют пулман-ха маншăн хор пурнăçĕ. Çак пысăк яваплă ĕçе шансан пуçра çĕнĕ тĕллевсем капланма пуçларĕç. Çĕнĕ варкăш кĕртес килчĕ коллектив пурнăçне. Чи малтанах кивĕ аппаратурăна пуçтарса тата юсаса вĕсемпе усă курма пуçларăмăр. Ун чухне районта хор коллективĕсем сахал марччĕ. Кашни пысăк организаци-предприяти, колхозсем хăйсен хор коллективне йĕркеленĕ. Репертуара ыттисенчен уйрăмрах тăвас, çĕнĕлĕхсене çул парас килчĕ манăн. Куракансем пирĕн концертсене хаваслăрах тата хапăлласа йышăнччăр тесен мĕн тумалла-ши тесе пуçа ватнă вăхăтра кашăкçăсен ансамбльне йĕркелес шухăш çуралчĕ. Лавккаран илетпĕр кашăксене, кăштах çапкаланă хыççăнах çурăлаççĕ е ванаççĕ. Вара вĕсене Георгий Арбузов вĕрентекенĕн ятарлă станокĕпе усă курса хамăр ăсталама пуçларăмăр, ку ĕçре пире Владимир Миловидов вĕрентекен сĕнÿсемпе пулăшса пычĕ. Шăхличсене те хамăр алăпах тума пуçларăмăр. Ансамбльте пăчкă та, кастрюль хупписем те… «юрларĕç». Сăмах май, кашăкçăсен ансамблĕпе эпир каярах Мускава та çитрĕмĕр, — сăмахне малалла тăсать Г.Борисов. — Ансамбль валли пултаруллă яш-кĕрĕм кирлĕ. Хальхи евĕр астăватăп. Эпĕ çурт умĕнче тăратăп – урампа хурăн çулçипе усă курса тĕрлĕ майлă сас кăларса тата шăхăркаласа пĕр ача утать. «Кил-ха кунта», – тетĕп кăна. Камсен пулнипе тата мĕн ятлипе интересленетĕп. «Коля Петров», – хуравлать вăл ман ыйту çине. Ăна, Борис Клементьев, Борис Миллин тата ытти пултаруллă çамрăксене вокалпа инструментсен ансамбльне гитарăпа выляма явăçтартăм. Хор коллективĕн йышне ÿстерес шухăш та çуралчĕ. Пĕлтерÿ панă хыççăн ялти тата ун таврашĕнчи Акчел, Элекçей Тимеш, Аслă Елчĕк, Елчĕк, Тÿскел, Ĕнел ялĕсенчен çамрăксем килсе тулчĕç, халăх клуба та вырнаçаймасть. Вăхăт иртнĕ май суйланса пырса коллективра уçă та хитре саслисем анчах юлчĕç /пĕрисем хăйсем туяççĕ юрлас талант çуккине, теприсен кăмăл çук юрлама тата ытти те/, йыш 80 çынна яхăн пуçтарăнчĕ. Кашни юрра 5-6 сасăпа янраттарма пуçларăмăр. Репетицисем çĕрле 2 сехетчен тăсăлни те час-часах пулнă. Хорпа та, ансамбльсемпе те районта, республикăра, çĕршывра иртекен смотр-конкурссене хутшăнтăмăр. Пĕтĕм Союзри «Çĕнтерÿ салючĕ» I, II, III фестивалĕсен, республикăри I, II, III, IV телефестивалĕсен лауреачĕ пулса тăтăмăр. 1977 çулта Пĕтĕм Союзри пĕрремĕш фестивальте пирĕн хор Мускавра, Кремльти съездсен керменĕнче фестиваль лауреачĕн дипломне, пысăк тата пĕчĕк ылтăн медальсене, парнесене тивĕçрĕ. Чăваш Республикин чысне Кремльте /ун чухне Трактор тăвакан, Агрегат завочĕсен, ытти пысăк предприятисен пысăк-пысăк хорсем пулнă/ шăпах пирĕн 250-260 хуçалăхран тăнă Патреккел ялĕн хорĕ хÿтĕлени пирĕншĕн каласа пĕтерме çук пысăк чыс пулчĕ.

Хор халĕ те хăйĕн сумне çухатмасть-ха – пултарулăхĕпе халăха 101-мĕш çул савăнтараканскер конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнсах пырать.

Геннадий Борисова ырлăх-сывлăх, малашлăх ĕçре çитĕнÿсемпе ăнăçусем сунатпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code