Çурхи кунсем çитнĕ май çанталăк чĕрĕлнипе пĕрлех юр айĕнче пулнă çÿп-çап, иртнĕ çулхи хыт-хура куç умне тухрĕ. Организацисемпе предприятисенче, ял тăрăхĕсенче экологи субботникĕсем ирттерсе тавралăха тасатас ĕç пырать. Çак кунсенче «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем те редакци çурчĕ таврашĕнчи территорие тирпей-илем кĕртрĕç.