Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кандидат нормативне тултарнă

Кандидат нормативне тултарнă

Канаш округĕнчи Аслă Пикшикри спорт шкулĕнче СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн, Олимп вăййисен бронза призерĕн Сергей Корнилаевăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Пĕтĕм Раççейри 36-мĕш турнирĕ иртнĕ.

Елчĕк округĕн чысне унта Сергей Александров тренерăн вĕренекенĕ Денис Иванов хỹтĕленĕ. Ăнăçлă та! 71 килограма çитичченхи виçере вăл кĕмĕл медаль çĕнсе илме пултарнă. Çапла майпа спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă.

Сергей Всеволодович «шкулĕ» витĕр тухнă тепĕр атлет — Аслă Шăхалĕнчи Роман Иванов Хусанти çĕршыв турнирĕнче пьедесталăн 3-мĕш картлашки çине çĕкленнĕ. Вăл спорт мастерĕн кандидачĕсен йышне маларах кĕнĕччĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code