Воскресенье, 22 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Конкурс иртнĕ

Конкурс иртнĕ

Раççейри Çемье, Чăваш Енри Экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курмалли çулталăкĕсене, иртнĕ кунсенче пулса иртнĕ Чăваш чĕлхин кунне халалласа тĕп библиотекăра И.Я.Яковлев тата Г.Н.Волков çырнă калавсем тăрăх «Чăвашри ачалăх тĕнчи» ятпа инсценировкăсен конкурсĕ иртнĕ.

Унта шкул çулне çитмен тата шкулта вĕренекен ача-пăча хутшăннă. Ку чухне вĕсен чăвашла лайăх калаçма пĕлнине, артист пултарулăхне кăтартмалла пулнă.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 1-мĕш вырăна И.Я.Яковлевăн «Лаша шырани» инсценировкине кăтартса «Шевле» ача сачĕ (ертỹçисем — Л.Н.Егоркина, С.А.Морозова), «Сармантей» калав тăрăх лартнă инсценировкăпа Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕн ертỹçи Ангелина Емельянова, Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул («Чăлха çыхни», «Сехет çĕмĕрни», «Пурнăçра тем те пулать», ертỹçисем — Т.В.Никифорова, И.В.Ванюшина) йышăннă. Иккĕмĕш вырăна — «Солнышко» ача сачĕ («Уçăлма тухнă шăши çури», ертỹçисем — Т.В.Шакова, Д.С.Егорова), Диана Шляпина («Шевле» ача сачĕ, «Çухалнă укçа тупăнни», ертỹçи — А.Г.Кочеткова), «Сириус» ача-пăча театр студийĕ (Г.Н.Волковăн «Тĕлĕнтермĕш курăк» калавĕ тăрăх, ертỹçи — Е.К.Чапуркина) тухнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code