Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Уяв мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратать

Уяв мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратать


9-мĕш май кунĕ ир-ирех Елчĕк ялĕ çийĕн патриотла кĕвĕ-юрă шăранчĕ. Халăх ялавсемпе, шарсемпе, чечексемпе, плакатсемпе тата лозунгсемпе Елчĕк урамĕпе утрĕ. Сивӗ пулсан та ҫанталӑк уяр тăчĕ. Çак чаплă кун вăл та савăнать, вăрçă паттăрĕсен умĕнче пуç таять тейĕнех. Уява Елчӗк тӑрӑхӗ ҫулсерен тивӗҫлӗ паллӑ тӑвать. Кашнин чӗринче мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратать вӑл.
Аслă Çĕнтерĕве халалланă митинг Тӗп лапамра 10 сехетре уçăлчĕ. Пуçтарăннисене чи малтанах Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламларĕ.
— Аслă Çĕнтерỹ çăмăлпа килмен. Çĕршыври пĕтĕм халăх — ватти-вĕтти — кар тăнăран анчах эпир хăрушă тăшмана çĕнтерме пултарнă. Паян эпир вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă, терт-нуша тỹснĕ мĕн пур паттăр умĕнче пуçăмăрсене таятпăр. Нацизм каллех пуç çĕклеме пуçлани хумхантарать. Раççей салтакĕ каллех фашизма хирĕç çапăçать — хальхинче Украина территорийĕнче. Аттемĕрсен, асаттемĕрсен тата мăн асаттемĕрсен паттăрлăхне асра тытса халăха тăшманран пирĕн район çамрăкĕсем те паттăррăн хỹтĕлеççĕ. Фронтпа тыл пӗрлӗхре пулса Ҫӗнтерӗве ҫывхартар, пӗрле пулар!
Салам сăмахĕсем çумне Чăваш Республикин Ача прависен уполномоченнӑйӗ Алевтина Федорова, Елчӗк ентешлӗхӗн ерӳҫи Юрий Карпов хутшăнчĕç.
Митинга хутшăннисем вăрçă хирĕсенчен таврăнайманнисене сума суса пĕр минут шăп тăчĕç.
Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçса пуçĕсене хунă паттăрсене сума суса районти предприятисемпе организацисен представителĕсем, тĕрлĕ вырăнта службăра тăнă ветерансем палăксемпе обелисксен умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.
Округ центрĕнчи ача сачĕсен воспитанникĕсем парада хутшăнни уяв илемĕ пулчĕ. Тĕп лапампа çамрăк армеецсен, техника парачĕ мӑнаҫлӑ иртрĕ.
Ҫак кунах Тӗп лапамран ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатрӗ округ халӑхӗ. Вӗсене инҫе ҫула Лаш Таяпари Турӑ Амӑшӗ ҫуралнин ячӗллӗ чиркӳ настоятелӗ Силуан атте пиллерӗ.
Уява культура ĕçченĕсем, вĕренекенсем юрă-ташăпа, театрализациленĕ кăтартупа капăрлатрĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code