Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тивĕçлисене чысларĕç

Тивĕçлисене чысларĕç

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Леонард Васильевич калаçăвне чи малтанах иртнĕ эрнере пулса иртнĕ мероприятисене пĕтĕмлетнинчен пуçларĕ. Чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 79 çул çитнине анлăн паллă туни. Хатĕрленỹ тапхăрĕ чылай малтан пуçланнă. Тыл ĕçченĕсемпе салтак арăмĕсем, вăрçă ачисем çулталăк тăршшĕпех тимлĕхре. Уяв кунĕсенче ертỹлĕх вĕсен килĕсенче пулса уйрăммăн саламланă. Унсăр пуçне округра вăрçă тата тыл паттăрĕсене тав тума, уява хаклама, çамрăк ăрăва патриотла воспитани пама май паракан тĕрлĕ акци йĕркеленĕ. Асăннă мероприятисем пирки округ администрацийĕн культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Марина Демьянова тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Майăн 8-9-мĕшĕсенче иртнĕ мероприятисем çинче те уйрăммăн чарăнса тăчĕ вăл.

— Майăн 8-мĕшĕнчи «Астăвăм çурти» акцие уйрăмах ырă хак памалла. Кунта Елчĕк шкулĕн тата Елчĕкри искусство шкулĕн коллективĕсене, вĕренекенĕсене пысăк тав сăмахĕ каламалла. Сценари содержани енчен пуян пулни тата пулăмсем чăнлăхпа килĕшсе тăни, ачасен пултарулăхĕ çỹллĕ шайра пулни залра ларакан çынсен чĕрисене хумхантарма пултарчĕ, куççульлентерчĕ. Çакă пысăк ăсталăх, — палăртрĕ Леонард Васильевич.

Аслă Çĕнтерỹ уявне йĕркелесе тивĕçлĕ ирттерсе яма хутшăннă мĕн пур çынна, предприяти-организацисен ертỹçисемпе коллективĕсене пысăк тав сăмахĕ каларĕ ертỹçĕ. «Прогресс» хуçалăхăн ертỹçине Петр Скворцова, «Мои документы» нумай функциллĕ центр директорне Людмила Викторовăна, ДПМК «Яльчикское» ООО ертỹçине Вячеслав Сядукова, Елчĕк халăхĕн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр директорне Владимир Федорова тата вĕсен коллективĕсене, Валерий Изратов пайтаçăна уйрăммăн тав турĕ, Елчĕк шкулĕн тата искусство шкулĕн коллективĕсене, Светлана Карамаликова преподавателе, Мария Адюковăпа Анастасия Архипова вĕренекенсене (Елчĕк шкулĕ), Андрей Мисякова (Елчĕк), Александр Журавлева (Çĕнĕ Эйпеç), Николай Енедерова (Тăрăм), Николай Чернова (Тỹскел), Андрей Смирнова (Патреккел) округ администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Çак кун Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене черетлĕ хут гуманитари пулăшăвĕ ăсатни те пысăк сăвап.

Тепĕр пысăк пулăм çинче те чарăнса тăчĕç канашлура: ыран Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Елчĕк ентешлĕхĕн уявĕ иртет. Уява округран 7 пултарулăх коллективĕ хутшăнать.

Çар тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнакансем пирки вирлĕ калаçрĕç. Вĕсен йышĕнче — округри 9 çамрăк. Салтак ретне тăма тивĕç яшсем çар комиссариатне пыман, призывпа çыхăннă мероприятисене хутшăнман. Çакă ачасене хăйсене те, ашшĕ-амăшне те, округа та чыс кỹмест паллах.

Канашлура масар территорийĕсене хăтлăх кĕртес, «Пуçару бюджечĕ» программăпа тума йышăннă ĕçсене кĕске вăхăтра пурнăçлас тата ытти ыйтусене тишкерчĕç.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code