Суббота, 27 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хушма специальность пулать

Хушма специальность пулать

Чăваш патшалăх аграри унверситетĕнче фермерсем кăна мар, шкул ачисем те сыр, çăкăр пĕçерекен, кондитер профессийĕсене алла илеççĕ.

Иртнĕ çул кондитера — 8, сыр пĕçерекене — 11, çăкăр пĕçерекене 5 шкул ачи вĕреннĕ. 2021 çултанпа аслă шкул Шупашкарти 5-мĕш гимназипе пĕрле вĕрентỹ проектне пурнăçа кĕртет. Аслă классем çĕнĕ специальноçа хаваспах ăса хываççĕ. Пурнăçăн аслă çулĕ çине тухсан та хушма профессисене вĕренни вĕсене пулăшса пыни, паллах. Гимнази директорĕ Инна Исаева каланă тăрăх, малтанхи тапхăрта çĕнĕлĕх хăш-пĕр ашшĕ-амăшне тивĕçтермен. Вĕсем ывăлĕ-хĕрĕ малашне пĕр-пĕр аслă шкулта вĕренесси пирки иккĕленмеççĕ.

Регион Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, çула çитменнисенчен нумайăшĕ çуллахи вăхăтра ĕçлеме вырнаçасшăн. Вĕсем ашшĕ-амăшĕн куçĕнчен пăхасшăн мар, хăйсем укçа-тенкĕ ĕçлесе илесшĕн. Аслă классенче хушма професси илни çамрăксене умри çула суйлама, аталанма пулăшĕ. Каникулта ĕçе вырнаçма та çăмăлрах пулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code