Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Маттур, Лаш Таяпасем!

Маттур, Лаш Таяпасем!

Аслă Çĕнтерỹ кунĕ, йăлана кĕнĕ тăрăх, Елчĕкри стадион-площадкăра футболла выляссипе «Çĕнтерỹ» Кубокĕн финалĕ иртрĕ.

Турнира территори пайĕсен командисем хутшăннă. Финала халĕччен нумай хутчен асăннă «трофей» хуçи пулнă Çирĕклĕ Шăхаль тата коллективлă спорт вăййисенче палăракан Лаш Таяпа территори пайĕсен командисем тухнă. Вăйă çивĕчлĕхĕ малтанхи минутсенчех уйрăм футболистсен пултарулăхне çиеле кăларчĕ: хăвăртлăх, пĕр-пĕрне ăнланса выляни, площадкăна лайăх курни, техника тĕлĕшĕнчен пысăк ăсталăх кăтартни хăйĕн çимĕçне пачех. «Лаш Таяпа» командăри Максим Воронин пулчĕ вăл — 1:0. Пĕрремĕш тайм вĕçлениччен Роман Журавлев тепĕр мечĕк тапса кĕртрĕ.

Тĕл пулун иккĕмĕш пайĕ те курма килнисене кичемлĕхе кĕртмерĕ, анчах нихăш команда та хапхаçăсене «кỹрентермелли» май тупаймарĕ. Вăйă вĕçлениччен 5 минут юлсан çеç Р.Журавлев дубль турĕ. Пĕтĕмĕшле шут — 3:0.

Кубок пĕтĕмлетĕвĕпе «Чи лайăх вратарь» ята Алексей Воронин, «Чи лайăх хỹтĕлевçĕ» ята Дмитрий Яковлев (Лаш Таяпа), «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята Владимир Кузьмин (Çирĕклĕ Шăхаль) тивĕçрĕç.

Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Кушкă ялĕнче вара «Туслăх» Кубокĕн 1-мĕш тапхăрти вăййисене йĕркеленĕ. Округри ялсен сакăр команди вăй виçнĕ унта. Лаш Таяпасем хальхинче те маххă паман — чемпион! Призерсен йышĕнче — Элпуçсемпе Елчĕксем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code