Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ.
Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тата Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова хăйсен ĕç вăхăтне туллин усă курнă унта. Ирхине вĕсем Таяпа Энтринчи Анатолий Петровăн хресчен (фермер) хуçалăхĕн уйĕсене çитсе килнĕ. Палăртнă кун тĕлне кунта 130 гектар çинче пăрçа тата 120 гектар вика акма ĕлкĕрнĕ. Ĕçе механизаторсем яваплăха туйса, тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланине çирĕплетнĕ Анатолий Васильевич. Вĕсем: Сергей Филиппов, Валерий Филимонов, Владимир Воронов тата Сергей Петров. Паллашăва пынисем хастарсене ака ĕçĕсене ăнăçлă вĕçлеме ырă суннă.
Сăмах май, округра Ленин ячĕллĕ, «Яманчурино», «Сатурн», «Комбайн», «Рассвет», Владимир Чернов, Александр Филиппов хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче çур акине вĕçленĕ.
Леонард Васильевичпа Алевтина Николаевна Елчĕкри тĕп вулавăшра профилактика субъекчĕсен представителĕсемпе те тĕл пулнă. Сăлтавĕ пысăк. Çуллахи каникул çывхарнă май ачасен канăвне йĕркелесси, пушă вăхăтне усăллă ирттересси, вăхăтлăх ĕçе явăçтарасси тĕп ыйтусем пулса тăраççĕ. Чи кирли вара — инкекрен сыхласси. Ашшĕ-амăшĕн, педагогсен, профилактика субъекчĕсен специалисчĕсен ачасемпе ăнлантару ĕçĕсене йĕркелессине пĕр кун та манмалла мар. Пĕве-кỹлĕре, автоçул çинче уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Пушар хăрушлăхĕ пирки çитĕннисенчен хăйсенчен те пысăк тимлĕх кирлĕ. Кĕскен каласан, ачасене тăтăшах контрольлемелле.
Иртнĕ юнкун Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ пулнă май, ЗАГС пайĕнче уйрăм çемьесенчи паллă пулăмсене шута илмесĕр хăварман. Унта Аслă Елчĕкри Максимпа Вероника Петровсен тата Акчелти Владимирпа Дина Карсаковсен 5-мĕш, Çĕнĕ Пăвари Дмитрипе Снежана Егоровсен 4-мĕш, Елчĕкри Дмитрипе Светлана Зайцевсен 3-мĕш пепки çут тĕнчене килнине регистрациленĕ.
Алевтина Федоровăпа Леонард Левый нумай ачаллă çемьесене ăшшăн саламланă, çирĕп сывлăх, килĕшỹлĕх, ăнланулăх суннă.
Уявра çавăн пекех округри пилĕк çемьене çурт-йĕр туянма е çĕклеме тỹлев свидетельствисене панă.
Ертỹçĕсем пĕрлехи информаци кунĕнче уйрăм граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе те йышăннă.
(Хамăр корр.).