Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Халăх учителĕ ячĕпе — Герой партти

Халăх учителĕ ячĕпе — Герой партти

Педагогпа наставник çулталăкĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физикăпа математика, информатика тата технологи факультетĕнче СССР халăх учительне Петр Чернова халалласа Герой парттине уçнă. Петр Никифорович хăй вăхăтĕнче асăннă факультета пĕтернĕ.

Елчĕк енĕн мухтавлă ывăлĕ 1929 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Вырăскасси ялĕнче çуралнă. 1949 çулта Чăваш патшалăх учительсен институтне пĕтерсен 19 çулти каччă Курнавăшри 7 çул вĕренмелли шкулта ĕçлеме пуçлать. Çар служби хыççăн каллех унта таврăнать, халĕ ĕнтĕ математикăпа физика кăна мар, машиноведенипе электротехника вĕрентекенĕ пулса та. Пединститутра куçăмсăр майпа пĕлỹ илнĕ хыççăн Петр Никифорович Елчĕкри вăтам шкулта учительте, завучра, 33 çул директорта вăй хунă.

20 ытла ăслăлăх тата меслетлĕх ĕçĕсен, «Биение жизни» кĕнеке авторĕ ертсе пынă шкул чăннипех наукăпа пĕлỹ лабораторийĕ тата пултарулăх опытне сармалли управ пулса тăнă. 39 предмет кружокĕ, спорт секцийĕсем ĕçленĕ унта. Наука эрнисем, ăсталăх фестивалĕсем, кану кунĕн клубĕ, çарпа ĕç мухтавĕн пỹлĕмĕ, тăван тавралăх музейĕ — пĕтĕмпех çитĕннисемпе ачасем йĕркеленĕ. Шкулта педагогика пĕлĕвĕсен университечĕ те ăнăçлă ĕçленĕ, унта 200 ытла ашшĕ-амăшĕ вĕреннĕ. Шăматкунсенче вĕсем учительсемпе канашлама, уроксенче вĕренỹ процесĕпе паллашма пултарнă.

Петр Чернов — Пĕтĕм Союзри халăх вĕренĕвĕн съездчĕн делегачĕ (1988). Вăл нумай наградăна тивĕçнĕ. Унăн ятне Пысăк совет энциклопедине (1982), Елчĕк районĕн Ĕç Мухтавĕн тата Паттăрлăхĕн кĕнекине (1970), «Лучшие люди России» энциклопедине (2002) кĕртнĕ.

Иван ПАВЛОВ,
педагогика наукисен докторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code