Суббота, 27 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Акса пĕтернĕ

Акса пĕтернĕ

Çу уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акас ĕçе вĕçленĕ. Тыр-пул лаптăкĕ пĕтĕмĕшле илсен, 17463 гектар йышăнать.

Кашни çулхи пекех, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене чи пысăк лаптăкра акса хăварнисем: «Яманчурино» ООО (1556 гектар), «Прогресс» АХО (1139), «Эмметево» ООО (890), «Комбайн» ЯХПК (823), «Авангард» ООО (808), «Урожай» ООО (690), хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинче: А.Петров (639), В.Смирнов (490), Б.Головин (480),В.Васильев (462), А.Бикулов (450), В.Чернов (396), А.Филиппов (305).

Тĕш тырă культурисемпе пĕр вăхăтрах пĕр çул ỹсекен курăксене акас ĕçе те кирлĕ пек йĕркелесе пынă. Ку енĕпе уйрăмах «Труд» тата «Комбайн», Ленин ячĕллĕ ЯХПКсенче пуçарулăх кăтартнă. Вĕсенче пĕр çул ỹсекен курăксене планпа палăртнинчен 149-108 процент ирттерсе акнă.

Пурĕ 1368 гектар («Нива «агрофирма» ОООра — 250, «Клевер» ОООра — 205, «Урожай» ОООра — 180, Б.Головин хресчен (фермер) хуçалăхĕнче — 160, В.Васильев хресчен (фермер) хуçалăхĕнче — 100, «Комбайн» ЯХПКра — 80) çинче рапс акса хăварнă. Çу культурисене (кантăр) планпа палăртнă тăрăх, округĕпе илсен 135 гектар çинче акса хăвармалла.

Çак вăхăтчен 147 гектар (39 процент) çĕр улми, 92 гектар (98 процент) пахча çимĕç лартнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code