Суббота, 27 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шыва кĕни савăнăç кỹтĕр

Шыва кĕни савăнăç кỹтĕр

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Леонард Васильевич калаçăвне чи малтанах иртнĕ эрнере пулса иртнĕ мероприятисене пĕтĕмлетнинчен пуçларĕ. Майăн 18-мĕшĕнче Шупашкар хулинче — Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Елчĕк ентешлĕхĕн уявĕ иртнĕ. Унта округран та сахал мар çын хутшăннă. Леонард Васильевич çакăн евĕр мероприятисене йĕркеленин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине, вăл хулари тата ялти ентешсене çывăхлатнипе пĕрлех туслăха тата ĕçлĕ çыхăнусене çирĕплетнине палăртрĕ:

— Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятире чи кирли — ĕçре палăрнисене чыслани. Пурĕ 100-е яхăн çын тĕрлĕ министерствăпа ведомствăн наградине тивĕçни, çав шутран ятарлă çар операцийĕнчи салтаксене пулăшакан харсăр волонтерсене те чыслани — ырă пулăм.

Округ пуçлăхĕ уяв çỹллĕ шайра иртнине, вырăнти тата хулари маçтăрсен алă ĕçĕсенчен хатĕрленĕ куравсем тивĕçлĕ ĕçленине, пултарулăх коллективĕсемпе уйрăм юрăçсем уява савăнăç кỹнине ырларĕ.

Çывăх вăхăтра округра тата республика шайĕнче пысăк мероприятисем иртмелле. «Ялта чи лайăххисем» ятпа йĕркелекен агрослет кăçал майăн 31-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 2-мĕшĕччен пырать. Палăртнă кунсенче Чăваш Енри çамрăксем виççĕмĕш çул Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕ çывăхĕнчи «Медвежий угол» кану вырăнне пуçтарăнаççĕ. Слета округран тĕрлĕ тытăмра (ял хуçалăхĕ, вĕрентỹ, культура, медицина…) вăй хуракан яш-кĕрĕм хутшăнĕ. Вĕсем спартакиадăра, ăсталăх класĕсенче, культура тата ытти мероприятисенче тĕрĕсленĕç.

Кăçал ĕçпе юрă тата спорт уявне — «Акатуя» округра июнĕн 8-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Ку енĕпе хатĕрленỹ ĕçĕсем пыраççĕ.

Паян шкулсенче юлашки шăнкăрава халалланă линейкăсем иртеççĕ.

Округ администрацийĕн территорийĕсене хăтлăх кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управлени начальникĕ Алина Смирнова территори пайĕсенче пурнăçланакан проектсем, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Сергей Волков ака ĕçĕсем мĕнле пыни çинче чарăнса тăчĕç.

Çулла — шыва кĕрсе уçăлмалли вăхăт. Шыв савăнăç анчах парнелетĕр тесен шыва кĕнĕ чух йĕркесене çирĕп пăхăнмалла. Çак тема та çивĕччисен йышĕнче пулчĕ. Çынсем ытларах чухне ятарлă вырăнта шыва кĕменрен, ỹсĕрле кĕнĕрен, вăй-хала тĕрĕс хакламанран, шыва тỹрех чăмнă хыççăн шăнăр туртнăран пурнăçран уйрăлаççĕ. Статистика кăтартăвĕсем путса вилнĕ çынсенчен ытларах пайĕ ишме пĕлнине çирĕплетеççĕ. Ачасем вара аслисем çителĕклĕ асăрхаса тăманран инкеке лекеççĕ. Округра шыва кĕме ятарлă 9 вырăн палăртнă. Шыв объекчĕсенче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе профилактика мероприятийĕсене ирттернĕ — водолазсем пĕвесемпе кỹлĕсене тĕрĕсленĕ.

Канашлура масарсене тата палăксене, ытти вырăна тасалăхра тытас енĕпе çыхăннă ыйтусем те тимлĕхре пулчĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code