Среда, 26 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ачасем тимлĕхре пулччăр!

Ачасем тимлĕхре пулччăр!

Çу кунĕсенче ачасемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Вĕсенчен ăçта выляма каяссине пĕлтерсех тăма ыйтмалла. Ача киле каланă вăхăтра таврăнмасан тỹрех шырама пуçламалла.

Çавăн пекех ачасене çул-йĕрсем çинче тимлĕ пулмалли, палламан çынсемпе калаçмалла марри, ют автотранспорт çине ларма юраманни, улах вырăнсенче пĕччен çỹресрен асăрханмалли пирки те тăтăшах аса илтермелле. Кил-хуçалăхра наркăмăшлă шĕвексене, вĕсен пурнăçĕ умне хăрушлăх кăларса тăратакан хатĕрсене те ачасен алли айне хумалла мар.

Тепĕр пысăк инкек — пушар. Çавна май кĕçĕннисене шăрпăкпа выляма юраманнине ăнлантармалла, электроприборсемпе хăйсем тĕллĕн анчах усă курма ирĕк памалла мар. Çул çитменнисене автотранспорт хатĕрĕсен рулĕ умне ларма та шанмалла мар.

Çулла çитнĕ май кантăкран ỹксе вилекен ачасен йышĕ те ỹсет. Уйрăмах нумай хутлă çуртри хваттерсенче пурăнакансен тимлĕ пулмалла ку енĕпе. Çавăнпа та аслисен кантăка кĕçĕннисем хăйсем тĕллĕн ан уçчăр тесе ятарлă çăрасемпе питĕрмелле е унăн тыткăчне вăхăтлăха илсе хумалла.

Тимлĕ пулар, ачасене упрар!

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code