Суббота, 22 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бюджета çирĕплетрĕç

Бюджета çирĕплетрĕç

Округ администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн пĕрремĕш суйлавĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, территори пайĕсен пуçлăхĕсем, администрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Пухăва Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн председателĕ Вячеслав Сядуков ертсе пычĕ.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 5 ыйтăва пăхса тухрĕç. Чи малтанах вĕсем Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн «Елчĕк муниципалитет округĕн 2023 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен» проекта çирĕплетрĕç. Тĕп докладпа округ администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина тухса калаçрĕ. Округăн 2023 çулхи бюджечĕн тупăш пайĕ 615 млн тенкĕпе, расхутсен пайĕ 600,4 млн тенкĕпе танлашать, профицит — 14,6 млн тенкĕ.

Ларура округ администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ — йĕркелỹпе тĕрĕслев тата кадрсен ĕçĕн пайĕн начальникĕ Татьяна Филимонова сăмах илчĕ. Вăл депутатсен умне муниципалитет округĕн «Хуçалăх тивĕçтерĕвĕн центрĕн» Елчĕк округĕн администрацийĕн ĕç-хĕлне тивĕçтерес тĕллевпе службăра усă курмалли автотранспорт çинчен калакан Положение çирĕплетес ыйтупа тухрĕ. Депутатсем асăннă Положение çирĕплетрĕç. Малалла вĕсем Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн 2024 çулхи февралĕн 6-мĕшĕнчи 1Ỹ9-с, 1Ỹ10-с номерлĕ йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртрĕç.

Депутатсем награда материалĕсене те тишкерчĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code