Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕр ĕçченне сума суса

Çĕр ĕçченне сума суса

Аслă Пăла Тимеш территори пайĕ пултаруллă та тава тивĕçлĕ çынсемпе палăрса тăрать. Çакна 2022 çулта ялта пирĕн тăрăхри Геройсен аллейине уçни те çирĕплетсе парать. Районти тăхăр Ĕç Геройĕнчен саккăрĕшĕ пирĕн тăрăхра çуралнă тата кунта ĕçленĕ.

Акă, майăн 29-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимешĕнчи вулавăшра Социализмла Ĕç Геройĕ Евлалия Васильева çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа вулакансемпе тĕл пулу иртрĕ. Мероприятие территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Тихонова, ООО «Победа» директорĕ Николай Головин, ялти ветерансен Совечĕн ертỹçи Зинаида Портнова, ĕç паттăрĕпе пĕрле ĕçлеме тỹр килнĕ сумлă ватăсем тата ĕç ветеранĕсем, вулакансем хутшăнчĕç. Тĕл пулăва вулавăш ертỹçи Надежда Викторова уçрĕ, вăл «Паттăр ĕçпе чапа тухнă хĕрарăм» куравпа паллаштарчĕ. Евлалия Ивановна ĕçĕ-хĕлĕ çинчен культура ĕçченĕ Марина Мулгачева каласа кăтартрĕ.

Евлалия Ивановна Васильева 1923 çулхи çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнине кĕрекен Шупашкар уесĕнчи Улăх ялĕнче учитель çемйинче çуралнă. Çак ял 60-мĕш çулсенче Муркаш районĕнчи Юнкă ялĕпе пĕрлешнĕ. Евлалия 1945 çулта Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн СССР Патшалăх планĕн Чăваш АССРĕнчи уйрăмĕнче, ун хыççăн Шупашкар районĕнчи вăрлăх туса илекен «Путь Ленина» колхозра агрономра ĕçленĕ. 1950-1963 çулсенче — Елчĕк районĕнчи Ворошилов ячĕллĕ, кайран «Победа» колхозăн тĕп агрономĕ. Ун пирки маларахри статьяра тĕплĕн çырнă пирки чарăнса тăмăп. Е.Васильевăна республикăри ял хуçалăх аталанăвĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн, 1967 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш АССР Паттăрлăхпа Ĕç Мухтавĕн Хисеплĕ Кĕнекине кĕртнĕ. Вăл 2017 çулхи февралĕн 6-мĕшĕнче вилнĕ, ăна Шупашкарта пытарнă.

«…Вăл вăхăтра «Победа» колхоз миллионер пулнă. Фермăсенче кашни ĕнерен 4 пин литр сĕт сунă, сăвакан кĕтỹре 1100 пуç ĕне, 8 пин пуç сысна пулнă, 300 гектар çинче пысăк тупăш кỹрекен кантăр çитĕнтернĕ. Пахча çимĕçпе сад ĕрчетес ĕç ăнса пынă, тĕш тырă, çĕр улми туса илессипе те ăнăçлă ĕçленĕ», — тесе палăртрĕç курава хутшăннă ветерансем.

— «Победа» ятне çỹлте тытса пыма тăрăшатпăр, -пĕлтерчĕ Николай Головин. — Паянхи куна хуçалăхра куллен 14 тонна яхăн сĕт сăвăнать. Çĕр çинче ĕçлесси йывăр пулсан та малаллах талпăнатпăр-ха, çултан-çул çĕнĕ техника туянатпăр, çĕнĕ витесем те тума шутлатпăр.

Евлалия Ивановна ĕçлес пултарулăхĕ пысăк пулнипе, ĕçре çирĕп ыйтнипе, професси енчен пысăк тавра курăмлă пулнипе палăрса тăнине асăнса хăварчĕç вăл вăхăтра ĕçленĕ сумлă ветерансем.

Тĕл пулăва хутшăнакансем Е.Васильева çинчен Н.Викторова хатĕрленĕ «Манăн пĕтĕм пурнăç — ĕçре» презентаципе паллашрĕç.

В.МИХАЙЛОВ.

Сăн ỹкерчĕкре: Социализмла Ĕç Геройĕсем — колхоз председателĕ В.В.Зайцев тата Е.И.Васильева тĕп агроном.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code