Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çивĕч ыйтусен авăрĕнче

Çивĕч ыйтусен авăрĕнче

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый кăрлачăн 17-мĕшĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, учрежденисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура калаçу çивĕч ыйтусем тавра пычĕ.

Вакцинаци

Асăннă мероприяти пĕлтерĕшне ÿстерес тĕлĕшпе вырăнти оперштаб ларăвĕнче ĕçе килсерен çÿресе йĕркелесси пирки йышăннă. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пĕлтернине шута илсен, кунашкал профилактика ĕçĕн усси пур. Çав вăхăтрах пĕтĕм яваплă служба пĕр-пĕринпе çыхăнуллă ĕçлеменрен кăлтăксем те сиксе тухаççĕ-мĕн.

– Кашнинчех çакна калатăп: пĕр тĕллевпе, ăнланура, оперативлă ĕçлер-ха, – çирĕплетрĕ Леонард Васильевич, – тухтăрсем вара чи малтан тĕслĕх кăтартма тивĕç.

Пандемин çĕнĕ хумĕ – омикрон штамĕ вирлĕн сарăлса пыни кашни çыннах сехĕрлентермелле. Специалистсен шухăшĕпе, вăл уйрăмах вакцинациленменнисене «юратать» иккен…

Хытă каяш

Коммуналлă хытă каяш ыйтăвне хаçатра хускатманни, пытармăпăр, чылай пулать. Ара, ку тĕлĕшпе йĕркелÿ ĕçĕсене вăхăтра татса пынă та. Халĕ, кивĕ çул хыçа юлнă май, пĕтĕмлетÿ туни вырăнлă паллах. Райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ – капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн район çÿп-çап турттарса тухнăшăн тÿлессипе Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисем хыççăн – 3-мĕш вырăнта: 86 процент. Ял тăрăхĕсенчен Аслă Елчĕксем яланхиллех ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Вĕсен – 94,2 процент. Кĕçĕн Таяпасен /78 процент/ вара туртăнмаллах. Уйрăм ялсенчен Анатри Тимешсенчен тĕслĕх илмелли пурах. Унта пурăнакансем 2021 çулта пулăшу тÿлевĕн виçине 95,6 процента çитернĕ. Чи кайра пыракансем – Сăрьелсем /77 процент/.

Хĕл тапхăрĕнче тепĕр проблемăна – контейнер лаптăкĕсен таврашне юртан тасатса тăрассине шута илмелле. Асăрхама тÿр килнех: юр хÿсе лартнăран çынсем çÿп-çап хутаç-миххине алăк умне пăрахса хăвараççĕ. Ун пек чухне тасамарлăх хуçаланасса кĕтсех тăр…

Вĕри апатлану

Шкул ачисене вĕри апатпа тивĕçтересси Раççей Правительстви шайĕнчех контрольте тăрать. Пирĕн районти вĕренÿ организацийĕсенче ăна мĕнлерех йĕркеленĕ? Ыйтăва канашлура райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Чернова уçса пачĕ. Районти 11 шкулта 1552 ача вĕренет. Вĕсене пурне те икĕ хутчен вĕри апатпа тивĕçтереççĕ. Çав шутрах кĕçĕн классенчи 561 вĕренекен тÿлевсĕр апатланать, кулленхи апат хакĕ – 55,20 тенкĕ. 2021 çулта асăннă ушкăн валли çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 4857606,18 тенкĕ, республика бюджетĕнчен – 24533,38 тенкĕ, район бюджетĕнчен 24533,34 тенкĕ расхутланă.

Сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшанă шкула çÿрекен 32 вĕренекене те пĕтĕмĕшле йĕркепех апатлантараççĕ, килте пĕлÿ илекен 3 ача икĕ хут апатлану виçин компенсацине илсе тăрать.

Нумай ачаллă, çав вăхăтрах сахал тупăшлă çемьесенчи 71 ачана икĕ хутчен вĕри апатпа тивĕçтернин пĕтĕмĕшле сумми 415374,15 тенкĕпе танлашнă.

Юлашки çулсенче шкулсенчи столовăйсене тĕпрен юсас, çĕнĕ оборудованисемпе, сĕтел-пуканпа тивĕçтерес тĕлĕшпе нумай ĕç туса ирттернĕ. Вĕсенче ятарлă пĕлÿ илнĕ поварсем ĕçлеççĕ. Санитарипе эпидемиологи требованийĕсем час-часах улшăнса пынăран, апат-çимĕç хатĕрлекенсен те кун таппинчен тăрса юлмалла мар. Кирлĕ документацие тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырасси – вĕсен кулленхи ĕçĕ. Яланхи поставщикран срокран тухман пахалăхлă продукци кăна туянмалла. Ачасем наркăмăшланасси ан пултăрах.

Паллă ентешсен çулталăкĕ

пирки эпир хаçатăн иртнĕ номерĕнче те асăннăччĕ. Çавна май ял тăрăхĕсенче мероприятисен планне çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Аслă Пăла Тимешсем ăна Социализмла Ĕç Геройĕн Василий Зайцевăн /2-мĕш стр. вулăр/ юбилейне халалласа уçнă. Çÿллĕ шайра йĕркеленĕ уява Леонард Васильевич та пысăк хак пачĕ.

Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем палăртнă ĕçсене тишкерсен, вĕсенче мухтавлă ентешĕмĕрсене халалласа литературăпа музыка композицийĕсем, спорт ăмăртăвĕсем, кĕнеке выставкисем… йĕркелеме пăхнă.

– Кусене те ирттермелле мар тесе каламастăп, – хăйĕн шухăшне палăртрĕ Леонард Левый, – асра юлмалли, Аслă Пăла Тимешри пек мероприятисем кирлĕ ытларах. Пирĕн ентешсем хушшинче çĕршыв, тĕнче шайне çĕкленнисем те çук мар.

Леонард Васильевич çавăн пекех Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕн ырă тĕслĕхне шута илсе, районти ялсен тĕп усадьбисенче вырăнти паллă çынсене халалланă курăмлă стендсем йĕркелеме сĕнчĕ…

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code