Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Берлин варринче пушарччĕ»

«Берлин варринче пушарччĕ»

Этемлĕх историйĕнчи хаяр вăрçă Çĕнтерÿ ялавĕ Берлин çинче мăнаçлăн вĕлкĕшнипе вĕçленнĕ. Çĕнтерÿçĕ-салтаксем – вăрçă ветеранĕсем пирĕнтен çулран-çул уйрăлса кайса пыраççĕ пулсан та вĕсен ячĕсене эпир ĕмĕрех асра тытăпăр. Энтепе ялĕнчен Берлина штурмлама хутшăннисен йышĕнче Николай Кашинпа Петр Ложков пулнă.

Николай Кашин Хĕрлĕ Çар ретне 1942 çулхи сентябрьте тăнă. 1943 çулхи çу кунĕсенче Курск пĕккинчи йывăр çапăçусене хутшăннă, Белгорода, Варшавăна ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенче паттарлăх кăтартнă.

– Пуринчен ытла Одер юхан шывĕ урлă каçса плацдарм йышăннă хыççăн çÿллĕ тÿпемшĕн пынă çапăçусем асран тухмаççĕ. Унта фашистсем питĕ вăйлă çирĕпленнĕччĕ. Пире командовани çак тÿпеме туртса илме приказ пачĕ. Тупăсемпе минометсенчен вăрах вăхăт пенĕ хыççăн çуран çар наступлени пуçларĕ. Эпир те, артиллеристсем, пехотăпа пĕрлех пытăмăр, тăшман оборонине çĕмĕрме пулăшрăмăр. Йывăр çапăçусем хыççăн тÿпеме туртса илме пултартăмăр. Анчах та вăхăт нумай та иртмерĕ, танксем пулăшнипе фашистсем контрнаступлени пуçларĕç. Вĕсен тăватă атакине сирсе ятăмăр, йышăннă позицие сыхласа хăвартăмăр, – аса илнĕ каярах ветеран-фронтовик.

Николай Кашин Берлиншăн пынă çапăçусене те хастар хутшăннă. Майăн 2-мĕшĕнче танксене хирĕç кĕрешекен 490-мĕш артиллери полкĕ хулари зоопарк патне çитнĕ. Ку вырăнтан рейхстаг та аякра пулман. Çĕнтерÿ куç умĕнчех. Çапла вара Н.Кашин паллă куна Берлинра уявланă.

Вăрçă çулĕсенче виçĕ хут аманнă вăл. Паттăр салтака Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн», «Берлина илнĕшĕн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă.

П.Ложков вăрçа 1943 çулта тухса кайнă. Кĕçĕн командира вĕренсе тухнă хыççăн Белоруссие гитлеровецсенчен ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене, Варшавăна ирĕке кăларма хутшăннă.

Берлинри çапăçусене вăл çапларах аса илнĕ:

– Берлин варринче пушарччĕ. Йывăр та çăра тĕтĕм, хура пĕлĕт пек, çĕр çийĕн сарăлнăччĕ. Снарядсемпе бомбăсем çурăлни кĕр! кĕрлесе тăратчĕ. Кашни урамшăн, кашни çуртшăн, çуртсенчи кашни хутшăн питĕ йывăр та юнлă çапăçусем пулчĕç. Пĕр урамра пире çĕре чавса вырнаçтарнă нимĕç танкĕ малалла кайма чарса тăчĕ. Артиллеристсем вăхăтлă пулăшрĕç. Вĕсем хăйсен туппине уçă позицие вырнаçтарса танкпа кĕрешÿ пуçларĕç, ăна часах аркатнă хыççăн эпир малалла ыткăнма пултартăмăр. Анчах та çĕнтерÿ пирĕншĕн хака ларчĕ – çак юлашки çапăçусенче анчах питĕ нумай салтака çухатрăмăр, – каласа панă П.Ложков.

Ентешĕмĕр вăрçăра паттăрлăхпа палăрнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, «Хăюлăхшăн», «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн», «Берлина илнĕшĕн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ.

Мирлĕ вăхăтра Н.Кашин ял Совет ĕçтăвкомĕн председателĕнче, ферма заведующийĕнче, колхозри ревизи комиссийĕн членĕнче, заправщикре, весовщикре, П.Ложков колхозра ревизи комиссийĕн председателĕнче, конюхра, ытти тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă.

Ветерансем çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре те хăйсен тÿпине хывнă.

А.ГРИГОРЬЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code