Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Талантлă, пултаруллă, сăпайлă

Талантлă, пултаруллă, сăпайлă

Çичĕ теçетке çул каялла Аслă Пăла Тимеш ялĕнче йышлă çемьере кун çути курнă Галина Иванова. Тăхăр пĕр тăван çитĕннĕ вĕсем. Ашшĕ-амăшĕ пурнăç çулне тăван колхозпа çыхăнтарнă, ачисене те çамрăклах ĕç çумне çыпăçтарнă. Кирек мĕнле ĕç хушсан та Галина ăна юрă-кĕвĕпе пуçăннă. Шкулта вĕреннĕ çулсенче сцена çинчен анма пĕлмен вăл, халăх ăна тăвăллăн алă çупса хавхалантарнă. Тăван ялти вăтам шкула пĕтерсе аттестат илсен Галя тĕп хуламăра çул тытнă. Чăлхапа трикотаж фабрикине ĕçе вырнаçнă. Унăн янăравлă сассине кунта та асăрхамасăр хăварман, ăна А.Галкин ертсе пыракан хора чĕннĕ. Хĕрĕн Турă панă пултаруллăхĕ пуррине ертÿçĕ часах туйса илнĕ, Галина хор солисчĕ пулса тăнă. Вăхăт иртнĕ май талантлă музыкант шăпчăк сассиллĕ пикене хистесех малалла вĕренме сĕннĕ. Часах Галина Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин студентки пулса тăнă. Тăватă çул вĕреннĕ хыççăн дипломлă специалиста Елчĕкри музыка шкулне ĕçлеме яраççĕ. Пĕрремĕш куннех районти агитбригадăпа ялсем тăрăх тухса кайма тивет унăн. Часах вăл хăйĕн илемлĕ сассипе ял ĕçченĕсене тыткăнлать, юратнă юрăçă пулса тăрать. Вĕренÿ çулĕ пуçлансан музыка шкулĕнче ачасене пианино çинче выляма тата сольфеджио вĕрентет. Галина Трофимовна ертсе пыракан районти агитбригада Йошкар-Ола хулинче иртекен конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулса таврăнать. Ăста музыкант пуçарнипех районта «Мерчен» ансамбль халăх умне тухать. Вера Ишмуратова, Антонина Сергеева, Зинаида Павлова, Алевтина Воробьева тата ытти хĕрсем те ăна пысăк пулăшу парса пыраççĕ.

– Чăваш композиторĕсем çĕнĕ юрă хывсанах ăна хамăр репертуара кĕртеттĕмĕр. «Мерченсем» тăватă сасăпа юрланине залри халăх шăппăн итлетчĕ, тăвăллăн алă çупса тав тăватчĕ, – аса илет халĕ Галина Московская.

«Мерченĕн» 15 çулхи бенефисне Елчĕксем халĕ те лайăх астăваççĕ. Юрă-çемĕ инçете-инçете саланнăччĕ ун чухне.

Музыка шкулĕнче ĕçленĕ вăхăтрах ăста педагог «Чебурашка» ача садĕнче те воспитательсен ансамбльне йĕркелеме ăсталăх çитернĕ. Тĕрлĕ уявсенче илемлĕ юрă хыççăн юрă шăрантарнă ачасене воспитани паракан харсăр педагогсем.

Тĕпсĕр тинĕс евĕр тĕслĕ куçлă, шăнкăрав саслă, йăрăс пÿллĕ хитре хĕре нумай каччă куç хывнă. Чун суйлани вара пĕрре çеç. Вăл – ял хуçалăх управленийĕнче инженерта тăрăшакан Юрий Московский. Каччă хăй те музыкăна питĕ çывăх çын пулнă. Патреккелĕнчи культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленĕ вокалпа инструмент ансамблĕнче бас гитарăпа вылянă. Яштак пÿ-силлĕ те пултаруллă, интеллигентлă каччă хĕре те килĕшнĕ. Пысăк юратупа телейлĕ çемье чăмăртаннă.

Çамрăк мăшăр уйрăм хваттерте пурăнма тытăнсан малтан хĕр ача, унтан ывăл çĕр çине килеççĕ. Мал ĕмĕтлĕ çемье тăрăшса хăйсен çуртне хăпартса лартать, ăна çĕр çинчи çăтмаха çавăрать.

Г.Московскаян пархатарлă ĕçне пысăка хурса хакланă. 50 çулхи юбилейне паллă тунă çул ăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чыслаççĕ. Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсен шучĕ çук ĕçчен преподавателĕн. Сцена çинче пурăнсах ирттерет хăйĕн пурнăçне вăл. Районти пĕрлештернĕ хора чылай çул ертсе пычĕ. 58 çула çитиччен музыка шкулĕнче хăйĕн юратнă профессийĕпе тăрăшрĕ. Асаилу çăмхи ăшне путнă май Галина Трофимовна хальхи искусство шкулне тăвас тесе колхозсенче вăй хурса ĕçленине, преподавательсем стройкăра пиçĕхнине куç умне кăларать. Туслă, пĕр çăвартан килĕштерсе вăй хунă коллектив, хăтлă ĕç вырăнĕ пултăр тесе ăнтăлнă, Елчĕк ачисем юрă-кĕвĕ ытамĕнче ырра вĕренччĕр тесе ăсталăхне шеллемен. Акă, преподавательпе вĕренекен иккĕшĕ пианино калаççĕ, ыттисем тăватă сасăпа юрă шăрантараççĕ… Çакăн пек чĕрĕ концерта халĕ пит кураймăн та, ытларах фонограммăпа кĕрлеттернине кăна илтетĕн.

Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та алă усса лармасть харсăр музыкант. Иван Шурбин ăста баянистпа пĕрле районта ветерансен хорне йĕркелесе ячĕç. Пĕр уяв та, мероприяти те вĕсен мăнаçлă та янăравлă юррисемсĕр иртмест. Хор республикăра ирттернĕ конкурсра çĕнтерсе Чулхулана, унтан Мускава çитрĕ. Кунта Галина Трофимовнăн тÿпи те пысăк.

Шел, Галина тантăшăн кун-çулне мăшăрĕ ку тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайни тĕксĕмлетрĕ, сывлăхне те хавшатрĕ. Юрать, юратнă ачисем, савăнăç парнелекен мăнукĕсем пурнăç илемне туйма хавхалантараççĕ. Марина çемьеллĕ. Мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Хĕрĕпе мăнаçланма та пултарать амăшĕ: вăл экономика наукисен кандидачĕ, доцент. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕрентÿпе методика управленийĕн начальникĕн çумĕнче тăрăшать. Дмитрий – уйрăм предприниматель. Çемьеллĕ. Мăшăрĕпе ывăл ÿстереççĕ.

Московскисен ачисем питĕ хитре юрлаççĕ, музыка инструменчĕсемпе те лайăх выляççĕ. Чăваш наци радиовĕнче Дмитрийпе Алексей Московский шăрантаракан тăванлăх юррине илтмен çын та çук тăр. Дмитрий юрăсем те кĕвĕлет, çав вăхăтрах ăста аранжировщик.

Çу кунĕсенче ăшпиллĕ кукамай-асанне мăнукĕсемпе тăрмашса кун иртнине те сиссе юлаймасть. Вĕсене тутлă апат-çимĕçпе хăналанисĕр пуçне пахчаран кĕме пĕлмест. Пÿрт-çурчĕ, сачĕ-пахчи пăхса савăнмалăх пур Галина Трофимовнăн, пĕр-пĕр чаплă кинофильмри пекех илĕртÿллĕ те хăтлă. Май пур таран чăх-чĕп, кăвакал усрать ĕçсĕр пурăнма пултарайман хĕрарăм. Вăр-вар та ăстаскере хăйĕн çулне парас та килмест.

Тăванлăха пысăка хурса хаклакан мухтавлă музыкантăн килĕнче яланах хаваслă юрă-кĕвĕ янăрать. Галина Трофимовна уйрăмах классика кĕвĕ-çемĕне итлеме кăмăллать.

З.ПОРТНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Г.Московская.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code