Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мирлĕ тÿпешĕн тав

Мирлĕ тÿпешĕн тав

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан вăй питти арçынсене йышлăн вăрçа ăсатма пуçланă. Иван Тихонович Симакова, тыр-пул склачĕн заведующийĕнче ĕçлекенскере, ĕç вăхăтĕнче повестка панă. Иван хăйĕн тивĕçĕсене Ульха йăмăкне шанса хăварнă та 1941 çулхи августăн 3-мĕшĕнче вăрçа тухса кайнă.

Николай ывăлĕ ашшĕнчен 3 çул та 6 уйăхра, София хĕрĕ 2 çулта тăрса юлнă. Мăшăрĕ – Дария Андреевна тепĕр ача кĕтнĕ. Финн вăрçине хутшăннă ашшĕ Тихон Сергеевич вăрçă тискерлĕхĕ пирки каласа панине халь ывăлĕ хăйĕн куçĕпе курнă.

Интересли кунта çакă. Фронта каяс умĕн арçын мăшăрне тĕлĕк курнине хыпарланă:

– Чăнкă çыранран сикрĕм те, мана ишĕлнĕ тăпра хупларĕ. Илюш шăллăма та куртăм тĕлĕкре. Пуçне тăхăннă карттусĕ хывăнса шыв юххипе юхса кайрĕ. Темле тытас тесен те тытаймарĕ ăна вăл – хумсен айне пулса куçран çухалчĕ. Шăллăма та повестка параççĕ пуль. Таврăнаймастпăр пулĕ эпир вăрçăран. Темле пулсан та ачасене, хăвна упра, Даша. Пулас ачана та кураймастăп, ывăл е хĕр çуралĕ – пурте сывлăхпа ÿсчĕр…

1941 çулхи авăн уйăхĕнче тухса кайнăскер çак çулах октябрĕн 29-мĕшĕнче Калинин хули çывăхĕнчи йывăр çапăçусен вăхăтĕнче пуçне хунă. Ун чухне вăл 31 çул та 10 уйăхра пулнă. Дария 33 çулта тăлăха юлнă. Виççĕмĕш ачи ашшĕ кайсан шăп 40 кунран кун çути курнă.

Иван вилнĕ хыççăн 4 уйăхран унăн шăллĕне Илюша вăрçа илсе кайнă. Шкулта вĕрентекенре тăрăшнă вăл. Каяс умĕн амăшне кĕнекисене тата сăн ÿкерчĕксене упрама парса хăварнă, тăшмана хирĕç мĕн пур вăйне хурса çапăçма шантарнă.1943 çулта унăн та пурнăçĕ татăлнă. Вăл ун чухне 22 çулта пулнă.

Вăрçă нуши пырса çапман пĕр çемье те юлман пуль çĕршывра. Пире мирлĕ тÿпе парнеленĕ паттăрсен умĕнче эпир ĕмĕрех парăмра.

Г.ИЗОСИМОВ.
Кĕçĕн Таяпа ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code