Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спортпа туслă

Спортпа туслă

Аслă Елчĕк ялĕн çамрăкĕ Станислав Мисяков кăçал 10-мĕш класс пĕтерчĕ. Шкулта «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан спортпа туслă ача тăрăшулăхне тата пултарулăхне кура Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕн ятне тивĕçнĕ.

Спорт пирки сăмах пуçарсан уйрăмах хоккейла тата футболла выляма кăмăлланине пĕлтерет вăл. Георгий Адюков тренер йĕркелесе ертсе пыракан ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çÿрекенскер, унта та çитĕнÿсемпе палăрать. Станислав Елчĕк районĕн пĕрлештернĕ хоккей командин йышĕнче выляса Сочи хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри çамрăк хоккеистсен финалти ăмăртăвне хутшăнма та тивĕç пулнăччĕ.

Патриотизма аталантаракан, ÿт-пÿ пиçĕлĕхне тĕрĕслекен шкул тата район шайĕнчи çамрăк армеецсен тупăшăвĕсене, спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнать çамрăк.

– Ÿссе çитсен чăн-чăн салтак пулăп, Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе чыслăн пурнăçлăп, – тет Станислав.

Сăн ÿкерчĕкре: Станислав Мисяков вăй-хал пиçĕлĕхне тĕрĕслекен черетлĕ ăмăрту вăхăтĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code