Вторник, 18 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Награда хуçине тупнă»

«Награда хуçине тупнă»

тенине час-часах илтме пулать.

Вăрăмхăва ялĕнчи 81 çулхи Виталий Смирнов Елчĕкри тĕп больницăра сипленчĕ. Пĕр кунĕнче ун патне терапи уйрăмне иккĕн — Совет çарĕн Германири ушкăнĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланисен округри пĕрлĕхĕн ертỹçи Николай Павлов тата унăн çумĕ Анатолий Анисимов пырса кĕчĕç. Вĕсем пенсионера «Группа войск в Германии» медальпе чысларĕç, çирĕп сывлăх сунчĕç. Виталий Зинонович шурă халатлисен ăшă сăмахĕсене те кăмăлтан йышăнчĕ.

В.Смирнов трактористсен курсне пĕтерсен виçĕ çул Германи çĕрĕ çинче çар тивĕçне пурнăçланă. Тăхăр çул колхозник, 40 çула яхăн трактористра ĕçленĕ. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн (1973) кавалерĕ вăл. «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медаль (1965) те пур унăн.

— Пачах кĕтменччĕ, — куççульне шăлать Виталий Зинонович. — Пысăк тав пурне те.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code