Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Пуçару бюджечĕ» пулăшать

«Пуçару бюджечĕ» пулăшать

Халăхпа пĕр-пĕрне ăнланса, тăрăшса ĕçлени паха çимĕç парать — территори пайĕнче пурăнакансен пурнăç условийĕ лайăхланнипе пĕрлех ялсен сăн-сăпачĕ ырă енне улшăнса тата тирпейленсе пырать.

Аслă Пăла Тимеш территори пайĕнче пурĕ 1538 хуçалăх шутланать, 2200 ытла çын пурăнать. Территори пайĕ Питтĕпел, Кивĕ Эйпеç, Кавал, Исемпел, Аслă Пăла Тимеш, Кушкă, Кивĕ Арланкасси, Энтепе, Çĕнĕ Арланкасси, Сăрьел ялĕсене пĕрлештерет.

«Пуçару бюджечĕ» программа ĕçлени питĕ курăмлă пулăшу парать пирĕн ялсене аталантарассинче — тĕрлĕ ĕçе пурнăçлама патшалăх хыснинчен 80 процент уйăрни пысăк çăмăллăх. Вăл пулăшнипе иртнĕ çул Сăрьел ялĕнче масар патне каякан çула, Г.Тукай урамĕнчен пуçласа Садовая урам таран вак чул сарма вăй çитертĕмĕр. Çĕнĕ Арланкассинче Больничная урамран пуçласа Новая урам таран вак чул хыврăмăр. Энтепере вара клуб умне ача-пăчана выляса савăнма площадка йĕркелерĕмĕр. Çак тăватă проекта пурнăçлас ĕçре «Энтепе» ООО (ертỹçи А.Васильев) 270004 тенкĕ парса пулăшни халăхшăн çăмăллăх пулчĕ.

Кăçал вара асăннă программăпа 8 проекта пурнăçа кĕртме палăртнă. Кавалсем шыв пăрăхне улăштарĕç, тутар масарĕ çинче йывăçсене касма пуçăннă. Кушкă ялĕнче 3 тăкăрлăкра вак чул сарăнĕ. Çĕнĕ Арланкассинче, Аслă Пăла Тимеш ялĕнче масар патне каякан çулсене вак чул сарса хытарăпăр, Энтепере контейнер площадки хута яма палăртнă.

Территори пайĕ тĕрлĕ конкурссене хутшăнса час-часах призлă вырăнсене тивĕçнине, выляса илнĕ укçа-тенке ялсене тата та тирпейлĕрех, хăтлăрах тăвас ĕçре усă курнине палăртмалла. Кивĕ Эйпеçре 2022 çулта территорири общество хăй тытăмлăхĕ (ТОХ) йĕркелени — ырă пулăм. Пĕлтĕр вара вĕсен ĕçне «Лучшая муниципальная практика» конкурсра «Эффективная обратная связь» номинацинче ырăпа хакларĕç — 300 пин тенкĕлĕх техника парса хавхалантарчĕç. Кăçал вара хăй тытăмлăх пĕрлĕхĕн ертỹçи Николай Кожевников республикăри ятарлă конкурса хутшăнса «Территорири общество хăй тытăмлăхĕн чи лайăх ертỹçи» ята тивĕçме пултарчĕ.

Ырă ĕçсенче пуçарупа тухнăшăн халăха тав сăмахĕ калатăп, малашне те пĕр чăмăрта пулар, пĕрлĕхре ĕçлер. ТОХ хастарĕсем мĕн пур ĕçре харсăр пулнине палăртса хăварар. Нумаях пулмасть йывăç-тĕм (сăн ỹкерчĕкре) лартас ĕçе хутшăнчĕç вĕсем.

Ольга ТИХОНОВА,
территори пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code