Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Леонард Левый: Пысăк çитĕнỹсене пĕчĕк ăнăçусем никĕслеççĕ

Леонард Левый: Пысăк çитĕнỹсене пĕчĕк ăнăçусем никĕслеççĕ

Елчĕк муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый район хаçатне интервью пачĕ. Çулталăка пĕтĕмлетессипе сăлтавланнă калаçура районăн социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе çыхăннă темăсене, ытти ыйтусене хускатрăмăр.

— Леонард Васильевич, Елчĕк районĕн историне тепĕр çул хушăнать. 2022 çул чылай пулăмпа палăрса юлчĕ. Чи пĕлтерĕшлинчен — депутатсем черетлĕ ларура Сире пĕр шухăшлă пулса Елчĕк муниципаллă округĕн пуçлăхĕ пулма шаннинчен пуçлар.

— Депутатсем мана Елчĕк муниципаллă округĕн тилхепине тытса пыма шанни манăн яваплăха, ĕçлес хавхаланăва тата та ỹстерет. Çитĕнỹсем пĕрлĕхре тата килĕшỹре ĕçленинчен килеççĕ. Майлă самантпа усă курса чи малтанах пĕр йышпа ĕçлеме кăмăл тунăшăн манăн пурне те пысăк тав сăмахĕ калас килет. Малашне те депутатсемпе, предприятисемпе организацисен, ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисемпе, ветерансемпе, халăхпа районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне ỹстерессишĕн пĕр йышра ĕçлер.

Лайăххине, ыррине шанса, малашлăха ĕненсе 2023 çула кĕретпĕр. Çĕнĕ çул умĕн кашни çулталăк вĕçĕнчех эпир хыçа юлакан çулталăка пĕтĕмлететпĕр. 2022 çул районшăн пĕлтерĕшлĕ нумай пулăмпа асра юлчĕ — Чăваш Енри Паллă ентешсен çулталăкĕнче тăван районăмăр 95 çул тултарчĕ. Паллă уява районăн хастарĕсемпе, ĕç паттăрĕсемпе, сумлă хăнасемпе ирттерсе ятăмăр.

Тепĕр паллă пулăм вăл район, республика мăнаçлăхĕ — Патреккел халăх хорĕ 100 çул тултарни. Уяв яланхиллех тивĕçлĕ шайра иртрĕ. Унсăр пуçне Елчĕк енĕн мухтавлă ывăлĕ — тĕнчипе паллă этнопедагог, академик Геннадий Волков çуралнăранпа 95 çул çитнине анлăн паллă турăмăр. Ентешĕмĕрĕн юбилейĕ умĕн район администрацийĕн çурчĕ çумĕнчи Хисеп хăми çине унăн портретне вырнаçтартăмăр. Аслă Елчĕк шкулĕнче «Путь гения» музей уçнине те, районти кашни ял тăрăхĕнче Елчĕк ен ентешлĕхĕпе пĕрле паллă çынсене чысласа мероприятисем йĕркеленине те ырăпа палăртса хăвармалла. Пĕлтерĕшлĕ тепĕр пысăк ĕç — Аслă Пăла Тимеш ялĕнче Геройсен аллейине уçни. Энтепе ялĕнче çуралса ỹснĕ Совет Союзĕн Геройĕн Семен Алексеевич Андреевăн, Ленин орденлĕ «Победа» колхозăн 8 Социализмла Ĕç Геройĕн палăкĕ кирек камăн чĕринче те мăнаçлăх туйăмĕ çуратаççĕ. Унсăр пуçне районти культура тата вĕренỹ учрежденийĕсенче çулталăк тăршшĕпех паллă ентешĕмĕрсене халалласа тĕрлĕ мероприяти иртрĕ.

— Пирĕн районăн тĕп отраслĕ — ял хуçалăхĕ. Ку тытăмра эпир кашни çулах пысăк утăмсемпе пусăмласа малтисен ретне тăратпăр. Кăçал тĕш тырă туса илессине рекорд шайне çитерни уй-хир ĕçченĕн ырми-канми ĕçĕ пирки калать…

— Ял хуçалăхĕ пирĕн район аталанăвĕшĕн тĕп шăнăр пулса тăрать. Район тыр-пул, выльăх-чĕрлĕхрен продукци туса илессипе яланах малтисен ретĕнче. Çакна район, хуçалăхсем республикăри муниципалитетсем тата аграрисем хушшинче тĕрлĕ номинаципе йĕркелекен ăмăртусенче дипломсене тивĕçни те çирĕплетет. Районта кăçал ампар виçипе 85798 тонна тĕш тырă туса илни (пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç — 36,8 центнер) рекорд шайĕнче. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене чи нумай çапса тĕшĕлессипе «Прогресс» АХО малта пулчĕ — 2146 гектар çинчен пурĕ 92602 центнер. Х(Ф)Х хушшинче çак кăтартусемпе Ю.Цветков, В.Васильев, А.Бикулов, В.Смирнов, Б.Головин малтисем пулчĕç.

Тыр-пула пухса кĕртнисĕр пуçне ытти ĕçсене те кал-кал пурнăçларăмăр. Хуçалăхсенче выльăх апачĕ туса илес тĕллевпе çитĕнтернĕ ỹсен-тăран культурисен тухăçĕ çулсерен пысăк. Кăçал район республикăри районсем хушшинчи ял хуçалăхĕнчи экономика ăмăртăвĕнче 2-мĕш ушкăнра (34601-54000 гектарлă ял хуçалăх предприятийĕсем) III степень Диплома, «Сатурн» ЯХПК ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен хушшинчи экономика ăмăртăвĕнчи «Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çитĕнтерсе тупăш калăпăшне ỹстерессишĕн тата чи пысăк тухăç илессишĕн» номинацире 1-мĕш вырăн çĕнсе илнине те ырăпа палăртмалла.

Тунă çитĕнỹсемпе лăпланса лармалла мар. Районăн ăнăçлă аталанăвĕ ытларах инвестици проекчĕсемпе усă курнинчен, тавара вырăнта тирпейлесе хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăрнинчен чылай килет. 2022 çулта инвестицие аталантарма 14 проекта суйласа илнĕ, пысăк пайĕ ял хуçалăхне аталантарма каять. Тĕслĕх вырăнне «Комбайн» ЯХПКра тĕш тырă, Виталий Васильев хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пахча çимĕç управĕсене, «АСК-Яльчики» ОООра тырă упрамалли склад хута янине тата ытти чылай ĕçе асăнма пулать. Çĕнĕ техника туянни ĕç пахалăхне ỹстерет, тивĕçлĕ продукци туса илессинче витĕмлĕ пулăшу парать. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсенче кăçал 240 млн тенкĕлĕх 79 тĕрлĕ техникăпа агрегат туяннă.

Малалла ăнтăлакансен ĕмĕчĕсем пысăк. Тĕслĕхрен, районта выльăх-чĕрлĕх отрасльне тивĕçлĕ шайра аталантарассинче республикăра малтисен ретĕнче пыракан Николай Головин ертсе пыракан «Победа» хуçалăх ĕне фермисене çĕнетсех тăрать, çывăх вăхăтра кунта тепĕр вите тума планлаççĕ. Сăмах май, «Победа» ОООра пĕр ĕнерен сĕт суса илнин кăтартăвĕ сулмаклă. Çулталăк вĕçне хуçалăхра пĕр ĕнерен сĕт суса илессине 9 пин килограмран ирттерме палăртнăччĕ. Сăмахне тытрĕç, ырлатăп.

Пăшăрхантаракан самантсем те çук мар. Чĕр тавара йỹнĕ хакпа кăларса яни, ял хуçалăхне инвестици проекчĕсем сахал кĕни пăшăрхантарать. Хамăр тăрăхра туса илнĕ тавара вырăнтах тирпейлес, çынсене таварпа тивĕçтерес текенсемшĕн çул уçă. Ку енĕпе тĕрлĕ программа ĕçлет, федераци тата республика шайĕнчи грант пулăшăвĕсен тĕсĕсем тĕрлĕ енлĕ, анчах та хутшăнас текенсем сахал. Паянхи самана çĕнĕ улшăнусем ыйтать, вырăнти халăха пуçаруллă та теветкеллĕ пулма хистет. Çăмăллăхпа усă курса производство цехĕсем, управсем, продукцие тирпейлекен кооперативсем, çемье фермисем уçни маларах асăннă çитменлĕхе пĕтерме, ял çыннине вырăнта ĕç тупма май парĕ.

— Социаллă аталанăвăн тĕрлĕ программи пулăшнипе кăçал та ял территорийĕсен чылай пайне хăтлăх кĕртме май килчĕ.

— Халăх пурнăçĕн пахалăхне ỹстернинче, вăл пурăнакан территорие хăтлăх кỹрессинче патшалăх шайĕнчи тĕрлĕ программăна хутшăнни, инвестицисене явăçтарни пысăк пĕлтерĕшлĕ терĕмĕр. Вĕсен шутĕнче «Пуçаруллă бюджет» программа пысăк вырăн йышăнать. Программа ĕçленĕ вăхăтра пурте кар тăрса пысăк ĕçсене туса юлма тăрăшмалла: ĕçе пурнăçланипе çыхăннă тăкакăн 80 процентне республика бюджетĕнчен саплаштарни питĕ пысăк пулăшу. Программăсене организацисемпе предприятисем, уйрăм предпринимательсем хастар хутшăнни те савăнтарать. Ку енĕпе Аслă Елчĕк тата Лаш Таяпа ял тăрăхĕсенче уйрăмах пысăк хавхаланупа ĕçлеççĕ. 2022 çулта районти ялсен территорийĕсене аталантарас енĕпе 37 пуçару проекчĕ (24,5 млн тенкĕлĕх) пурнăçа кĕчĕ. Ялсенчи инфратытăм самай лайăхланчĕ. Ĕмĕтсем пысăк — 2023 çулта пурĕ 45 млн тенкĕлĕх 51 проекта пурнăçлама палăртатпăр. Унсăр пуçне кашни çулах ялсенче хальхи хула хăтлăхĕ кĕртмелли программăпа обществăлла территорисене, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене тата ытти лаптăкĕсене, тротуарсене йĕркене кĕртсе пыратпăр, ача-пăча лапамĕсемпе спорт площадкисем, кану вырăнĕсем хута яратпăр. Ятарлă программа пулăшнипе район центрĕнчи Мир, Беляев, Советская, Октябрьская урамсене тирпей-илем кĕртме пултартăмăр. Пысăк ĕçсен шутĕнче çавăн пекех — Елчĕкри нумай хваттерлĕ 2 çурт тăррине улăштарни, Шуршу ялĕнче ФАП уçни, Патреккел тата Çирĕклĕ Шăхаль ялĕсенчи ФАПсене тĕпрен юсани, Елчĕк шкулĕн столовăйне, ял тăрăхĕсенче çĕнĕ 12 шыв башнине хута яни тата ытти те. Çул-йĕрсене юсасси тата тăвасси те çулсерен пысăк тимлĕхре.

Çамрăк граждансене, ялти специалистсене пурăнмалли хăтлă кĕтеспе тивĕçтересси те пĕлтерĕшлĕ ыйтусен шутĕнче. Юлашки çулсенче тăлăх ачасене çурт-йĕр туянса парассипе сахал мар ĕç пурнăçларăмăр. Кăçал анчах 5 ача хваттерлĕ пулчĕ.

Тунă мĕн пур ĕç курăмлă, çавна май социаллă аталану енĕпе иртнĕ ăмăртура палăрма пултартăмăр — рейтингра 3-мĕш вырăн йышăнса 4 млн тенке тивĕçрĕмĕр: вăл укçа-тенкĕпе Елчĕкри Северная урамра асфальт çул сартăмăр.

— 2022 çулта Раççей тăнăçлăхне упраса хăварас тĕллевпе Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçланни çĕршыв лăпкăлăхне кăшт пăсрĕ темелле. Пирĕн район салтакĕсем унта хастарлăхпа палăраççĕ. Кун пирки мĕн каланă пулăттăр?

— Тăванла халăхсене Украина влаçĕ пусахланинчен хăтарасси, вĕсене хỹтлĕхпе тивĕçтересси Раççейĕн тĕп тивĕçĕ. Пирĕн салтаксем кирек хăш тапхăрти вăрçăра та çар тивĕçне тивĕçлипе пурнăçланă, паттăрлăхпа палăрса пурнăçне тата сывлăхне хĕрхенмесĕр çапăçнă. Халĕ çĕршывăн мирлĕ пурнăçне упраса хăварассинче хăрушлăх тухса тăнă вăхăтра пирĕн тата та вăйлă пулмалла. Çĕршыв йывăрлăхра чухне кирек хăçан та пирĕн халăх кар тăнă. Хальхинче те районти кашни ял тăрăхĕнчен вуншар çамрăк мобилизаципе çар ретне тăчĕç. Кашниех аслашшĕсен тĕслĕхне мала хурса чăн-чăн арçын тивĕçне туллин пурнăçлать. Район халăхĕ, уйрăм предпринимательсем, хуçалăхсем, организацисемпе предприятисем мобилизациленнĕ салтаксене нумай енлĕ пысăк пулăшу пачĕç тата параççĕ.

Мобилизациленнисен çемйисене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Ача садне, шкула çỹрекен ачасене кунне икĕ хутчен вĕри апатпа тивĕçтеретпĕр, шкул ачисене ятарлă стипенди тивĕçет. Ытти тĕрлĕ енлĕ пулăшу панă чухне те мобилизациленнисен çемйисене чи малтан пулăшатпăр.

— Кăçал пысăк пĕлтерĕшлĕ суйлав иртрĕ — Чăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕн Депутачĕсен пухăвĕн пĕрремĕш созывĕн депутачĕсене суйларăмăр. Суйлав аталанăвăн çĕнĕ тапхăрне куçас ыйтăва татса пама пулăшрĕ. 2023 çултан территори управленийĕн çĕнĕ тытăмĕ çине куçнă май район тата халăх пурнăçĕнче мĕнле улшăнусем пулĕç?

— Район халăхĕ суйлава хальхинче те пысăк яваплăхпа хутшăнчĕ. Çакăншăн пурне те пысăк тав сăмахĕ калатăп. Республикăра чи лайăх кăтартупа палăртăмăр. Халăх суйлава хутшăнаслăх 84,9 процентпа танлашрĕ. Çавна май 3 млн тенкĕлĕх премие тивĕçрĕмĕр. Асăннă укçа-тенкĕпе район администрацийĕнче, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче ĕçлекенсем валли тĕрлĕ оргтехника туянма пултартăмăр.

Улшăнусем курăмлă. Муниципаллă округ йĕркеленнĕ май ял тăрăхĕсем территори управленийĕсем пулса округ шутне кĕчĕç, çавна май тытăм, бюджет улшăнчĕ. Мĕн пур ыйтушăн округ пуçлăхĕ яваплă пулать малашне. Урăхла каласан, йышăну тăвакан пĕр орган вăйра пулĕ: пĕр пуçлăх, халăх суйлакан пĕр орган, пĕрлехи бюджет тата территори аталанăвĕн планĕ.

— Район халăхне 2023 çулта мĕн суннă пулăттăрччĕ?

— Çĕнĕ çула яланах çĕнĕ ĕмĕтсемпе, çĕнĕ тĕллевсемпе, çĕнĕ шухăшсемпе кĕтсе илетпĕр. Кĕтнĕ уяв вăл пуриншĕн те. Çула кура мар асамлăх кĕтетпĕр ку уявран. Чи малтанах çирĕп сывлăх тата телей сунатăп. Тĕнчере — лăпкăлăх, çемьесенче — тăнăçлăхпа килĕшỹ хуçаланччăр, ĕмĕтленнĕ ырă ĕмĕтсем çитсе пыччăр.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code