Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашни ыйту тимлĕхре

Кашни ыйту тимлĕхре

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев 2022 çула пĕтĕмлетсе республикăра пурăнакансемпе «тỹрĕ лини» ирттерчĕ — вăл 2 сехет те 26 минут ытла тăсăлса рекорд шайне ларчĕ. Олег Алексевич ертỹçĕре ĕçленĕ тапхăрта 15-мĕш «тỹрĕ лини пулчĕ» çакă (2020 çулта — 3, 2021 çулта — 5, кăçал — 7).

Пурĕ халăхран 210 ытла ыйту йышăннă. Икĕ сехет хушшинче Олег Николаев 30 ыйту çине хуравлама ĕлкĕрчĕ. Граждансенчен килнĕ ыйтусен пысăк пайĕ çемьесене тата ачасене тивекен çăмăллăхсемпе, медицина учрежденийĕсене кадрсемпе тивĕçтерессипе, шкулсем тăвассипе, тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе, тăван чĕлхене упрассипе, туризма аталантарассипе, муниципалитет пуçлăхĕсене тỹррĕн суйлассипе çыхăннă. Çавăн пекех халăха çул-йĕрпе, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри чăрмавсемпе çыхăннă темăсем хумхантарни те паллă пулчĕ.

Мĕнпе палăрса юлнă 2022 çул Олег Николаев асĕнче? Пĕрремĕшĕ — Украинăри çар операцийĕпе çыхăннă пулăмсемпе. Халăхăн пĕр пайне мобилизацилессипе çыхăннă лару-тăру çивĕчлĕх кăларса тăратнă. Ку йĕркепе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи иртнĕренпе те усă курман, пысăк чĕнỹ вăхăтĕнче кĕтмен васкавлă йышăнусем тума тивнĕ.

— Иккĕмĕш рете Раççейĕн «Тĕрленĕ карттине» лартнă пулăттăм, — терĕ ертỹçĕ.

Раççейри культура еткерĕн çулталăкĕнче халăхсене пĕрлештерес енĕпе чи лайăххисен шутне кĕнĕ çак проект, çĕршыври 89 регионти маçтăр хутшăннă пысăк ĕçе.

Тыл ĕçченĕсене халалланă «Чĕмсĕр чикĕ паттăрĕсем» мемориал строительствине вĕçлени виççĕмĕш ретре. Малтан ĕмĕтре анчах пулнă палăка пурнăçа кĕртме те май çук пек туйăннине, çапах та ĕçе кĕске вăхăтра вĕçлесе тыл ĕçченĕсен ячĕпе пĕрремĕш Ĕмĕрхи вут чĕртме май килнине те каларĕ Республика Пуçлăхĕ.

— Харпăр пурнăçа илес пулсан, кăçал эпĕ кукаçи пулнине пĕлтеретĕп, — хыпарларĕ вăл.

О.Николаев шухăшĕпе «Тỹрĕ лини» ирттернин тĕп тĕллевĕ — халăх пурнăçĕн юн таппине туйни, хăй палăртакан йышăнусен пахалăхне хаклама май пулни тата вĕсем çынсем патне мĕнле çитнине пĕлме пултарни.

Правительство çулталăк тăршшĕпе çĕршер е пиншер ыйту пăхса тухни хăйĕн çимĕçне парать, ырă йĕр хăварать — çавна пула çынсен влаçа ĕненеслĕх ỹсет. Çĕкленĕ ыйтусем пĕри те тимлĕхсĕр юлмĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code