Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 250 вырăнлă столовăй

250 вырăнлă столовăй

хута кайнă Елчĕкри вăтам шкулта.

Кăçалхи май уйăхĕн вĕçĕнче «Вĕрентĕве аталантарасси» муниципаллă программăпа килĕшỹллĕн шкул çуртне реконструкцилесе çĕнĕ столовăй тума пуçăннă. Ун валли 51 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. «Партнер» ООО (директорĕ Борис Матвеев) ĕçсене вăхăтра пурнăçланă.

Ачасем, шкул коллективĕпе ашшĕ-амăшĕ кĕтнĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ объекта савăнăçлă лару-тăрура уçма ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Поповпа Петр Краснов, Елчĕк муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, шкул коллективĕ, вĕренекенсем, подрядчиксем хутшăннă. Леонард Левый пухăннисене çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă май асăннă проекта пурнăçа кĕртме пулăшнă республика ертỹçисене, депутатсене тав тунă. Хăнасем те Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ умĕн районти чи пысăк шкулта çĕнĕ столовăй уçни сумлă парне пулнине палăртнă.

Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн хăнасемпе вĕренекенсем столовăйри вĕр çĕнĕ оборудованисемпе пĕçернĕ апат пахалăхĕ пысăк шайра пулнине пĕлтернĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: уяв саманчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code