Вторник, 7 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çанталăка пĕлме çук…

Çанталăка пĕлме çук…

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун администраци, территори пайĕсен тата учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе черетлĕ канашлу ирттернĕ.

Иртнĕ эрнери мероприятисене пĕтĕмлетнĕ май, Леонард Васильевич малтанах ялсенчи граждансен пухăвĕсенче хускатнă çивĕч ыйтусем тавра калаçнă, вĕсене вăхăтра татса парассишĕн тимлемеллине палăртнă.

«Шыв-шур тапхăрне хатĕрленесси» темăпа администрацин мобилизаци хатĕрленĕвĕн, ятарлă программа тата гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăрусен пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Соколова сăмах илнĕ. Докладчик отчетне шута илсен ейỹ тухас хăрушлăх пысăк мар. Çапах та çанталăк мĕн «хатĕрлесе» хунине пĕлме çук, хĕл тапхăрĕнче те миçе хутчен çумăр танатине лекрĕмĕр те. Тунтикун ирпе те, ав, çумăр епле лỹшкерĕ. Кĕтмен лару-тăру сиксе ан тухтăр тесен çанталăк тăруках ăшăтсах яриччен çулсемпе кĕперсем айĕнчен иртекен пăрăхсене юртан тата пăртан вăхăтра тасатмалла. Çавăн пекех автомобиль çулĕсене, çыхăну тата электричество, çут çанталăк газĕпе тивĕçтерекен линисене пăхсах тăмалла. Башньăсемпе пусă-çăлсене çурхи шыва пула таса мар каяшсем юхса кĕресрен асăрхаса тăмалла. Паянхи кун округ территорийĕнче вăтăра яхăн гидротехника сооруженийĕ шутра тăрать. Шăпах çак вăхăтра вĕсенче шахтăсемпе юхтармалли пăрăхсем тулса ларас, бетонпа çĕр хушшине шыв сăрхăнас, плотина урлă шыв юхас хăрушлăх пысăк.

Округ территорийĕнче Аслă Пăла юхан шывĕн хĕрринчи Питтĕпел, Кивĕ Эйпеç, Кавал, Аслă Пăла Тимеш ялĕсенчи айлăмри вырăнсенчи çурт-йĕре ейỹ час-часах илет. Инкекрен асăрханса çул-йĕр ĕçченĕсем асăннă вырăнсенче ятарлă паллăсем вырнаçтарассипе, шыв çулне пỹлме хатĕрленсе хăйăр тултарнă михĕсемпе саппасланассипе тимлеççĕ.

Шыв-шуртан сыхланассипе йĕркелеме палăртакан мероприятисене мĕн пур службăсен пĕрлехи вăйпа хутшăнмалла. Пĕтĕм васкавлă службăра дежурство йĕркелемеллине палăртнă канашлура.

Ĕçлĕ тĕл пулура округ пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те хускатнă.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code