Çын хăйĕн пурнăçĕнче мĕне ытларах хăнăхать — çавна çул уçса пырать.
Ыр кăмăллăх аллине тăсма хăнăхнă çын пулăшусăр ларма пултараймасть. Унашкаллисем сахаллăн мар округра. Хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийĕ пынă май вĕсем çинчен ытларах та пĕлетпĕр.
Елчĕкри «Ритуал» предприятие 20 çул ытла ертсе пынă Леонид Григорьева пĕлмен çын çуках. Ĕçĕ пирки кăна та мар, яланах пулăшма хатĕрришĕн. Унăн кăмăл-туйăмĕнчи паха енĕсем ачисемпе мăнукĕсене те куçнă.
Нумаях пулмасть Григорий Григорьев уйрăм предприниматель ячĕпе Тав çырăвĕ килнĕ. Ăна «Вышний Волочек» пĕчĕк ракетăллă карап командирĕ С.Гайлюнас 2-мĕш рангри капитан çырнă:
«Сире пире гуманитари тата техника пулăшăвĕ панăшăн тулли кăмăлтан тав тăватăп. Эпир, ятарлă çар операцийĕн тĕллевĕсене пурнăçланă май, пĕрлехи ырлăхшăн тăрăшатпăр, эсир вара — пирĕн тĕрек, çĕршывăн чăн-чăн патриочĕ. Сирĕн пулăшăвăр пире куллен хавхалантарать, вăй парать. Эпир пĕччен мар! Пурнăçра активлă позици йышăннăшăн, пысăк пулăшу панăшăн тепĕр хутчен тав сире. Ăнăçу пултăр».
Г.Григорьев — Кивĕ Эйпеçĕнчен. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетне пĕтерсенех ашшĕ ертсе пынă предприятире вăй хунă. Пĕлтĕртен хăйĕн ĕçне йĕркелесе пырать. Тăван ялне хăтлăлăх кĕртме, спорт ăмăртăвĕсем ирттерме тăтăшах пулăшать. Хальтерех кăна, акă, округ центрĕнче вырнаçтарма палăртнă баннер тума пысăк сумма уйăрнă вăл.
Севастополь герой-хулара та нацистсене хура ĕç тума парас мар тесе çар çыннисем сыхă тăраççĕ, çав шутра тинĕсре те. Григорий Леонидович, «Вышний Волочека» «шефа» илнĕ май, унта апат-çимĕçсĕр пуçне бронежилет, каска, тепловизор парса янă волонтерсенчен.
Аса илтерни вырăнлă: Леонид Григорьевăн Илья мăнукĕ те çĕршыв хỹтĕлевçисене пулăшас тĕллевпе пархатарлă ĕç тăвать.