Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

21-мĕш хут

Елчĕкри спорт çуртĕнче нумаях пулмасть Чăваш Республикин чемпионне Николай Николаева асăнса пауэрлифтинг /силовое троеборье/ енĕпе район чемпионачĕ иртрĕ.

Кĕрешÿ кашни виçерех çивĕч пычĕ. Чи вăйлисем вара çĕнтерме, медале тивĕçме пултарчĕç: Даниил Ивановпа Степан Демьянов /Елчĕк шкулĕ/, пĕлтĕр Чăваш Енре палăрнă Николай Траншкин /Таяпа Энтри ялĕ/, Артем Перцев /Кивĕ Эйпеç шкулĕ/, Станислав Адикин /Патăрьел/, Сергей Николаев /Патреккел/, Александр Портнов /Аслă Пăла Тимеш/. Чемпионсене хаклă парнесемпе те хавхалантарнă. Вĕсене тата призерсене чыслама черетлĕ 21-мĕш ăмăртăва яланхиллех Епчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ, «Прогресс» АХО ертÿçи Петр Скворцов, Михаил Никифоров уйрăм пайтаçă, Н.Николаевăн пиччĕшĕ Юрий хăйсен сумлă тÿпине хывнă.

Ушкăнсенчен, чи нумай очко пухса, Патреккел ялĕн команди çĕнтернĕ, куçса çÿрекен кубока çĕнсе илнĕ. Елчĕк тата Аслă Пăла Тимешри «Юман» спортклуб командисем – 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсенче.

В.ДЕМЬЯНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code